Шыв арманĕ
(Шыв арманě ҫинчен куҫарнӑ)
Шыв арманĕ, — юханшыв çинче ларакан арман. Чăваш Енре авал нумай шыв арманĕсем пулнă. Вĕсем Çавал тата ытти юханшывсем çинче ларнă. Пĕчĕк юханшывсем çинче пĕвесем тунă, унтан юхса тухакан шыв çинче шыв арманĕ тунă.
Шыв арманĕпе юнашар арманçă пурăнакан пӳрчĕ пулнă, кĕлте тата тырăпа çăнăх миххисене упрамалли çуртсем пулнă.
Шыв арманĕсене урапи, çунăтти çавăрнине кура темиçе ятпа калаççĕ: каликлĕ арман, шывçи урапаллă арман, шывтултармăш урапаллă арман, шывне урапин тĕнĕлĕ айĕнчен тултарса ĕçлекен арман, кисеплĕ арман, шыв çинчи кимĕ çине лартнă арман.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Ле Гофф Ж. Цивилизация средневекового Запада. М., «Прогресс», 1992. Глава VII — Материальная жизнь.
Каçăсем
тӳрлет- Европăри 15 000 армансен пухмачĕ 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)