Шыва путман Сэм
Путман Сэм (акăл. Unsinkable Sam)[К 1] — карап кушак аçи, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче герман линкорĕ çинче, британ эсминецĕ çинче, кайран авианосец çинче виçĕ карапĕ шыва путсан та чĕрĕ юлнăскер[1].
Путман Сэм (Оскар) | |
Фото | |
Тĕс: | Кушаксем |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Виççĕмĕш Райх |
Вилнĕ вăхăт: | 1955 |
Вилнĕ вырăн: | Белфаст, Аслă Британи |
Пытарнă вырăн: | Белфаст |
Патшалăх: |
Ӳкерчĕк:Flag of Виççĕмĕш Райх.svg |
Професси: | карап кушак аçи (темиçе карап çинче) |
Хастар çулсем: | 1941—1942 |
Хĕсмет
тӳрлетБисмарк
тӳрлетХура-шурă сăрăллă кушак аçине темле матрос герман «Бисмарк» линкорĕ çине илсе хăпартнă. 1941 çулхи çу, 18çавăн 18-мĕшĕнче карап Готенхафенран британ сутăç карапĕсене путарма тухать. Тăххăр кун иртсен, çăвăн 27-мĕшĕнче линкора британ эскадри шыва путарать, 2200 морякран 115 кăна çăлăнаççĕ. Тепĕр темиçе сехетрен карап ишĕлчĕкĕ çинче хăтăлса юлнă кушак аçине базăна таврăнакан акăлчансен «Казак» эсминец морякĕсем асăрхаççĕ[2]. Кун чухне эсминец экипажĕ пĕр çынна та çăлаймасть. Ятне пĕлменнипе акăлчан морякĕсем ăна Оскар витлеве тивĕçтереççĕ[2].
Касак
тӳрлетМалалла темиçе уйăх Оскар эсминец çинче пурăнать, çав хушăра темиçе хутчен конвойпа Вăтаçĕр тинĕсĕпе Çурçĕр Атлантикăра çӳрет. 1941 çулхи юпа, 24 Гибралтартан Ливерпуле каякан HG-75 конвойăн эскортĕнчи «Касака» нимĕçсен «U-563» шывай кимми торпедăпа лектерет[3]. Карап экипажĕ «Легион» эсминец çине куçать, хытă çĕмĕрнĕ карапа Гибралтара илсе çитес ĕç çанталăк япăхланнипе ăнăçлă пулмасть. Юпан 27-мĕшĕнче эсминец шыва путать. Нимĕç торпеди карапăн сăмсине шăтарнипе 159 акăлчан морякĕ пĕтет, Оскар кăна чĕрĕ юлать. Пĕр хушă вăл Гибралтар çыранĕнче ирттерет[4].
Арк Ройял
тӳрлет«Казака» пуиарнă хыççăн кушак аçине акăлчансем «Путман Сэм» витлев параççĕ те «Арк Ройял» авианосец çине илеççĕ. Сăмах тĕлне, çак карап самолёчĕсем малтан кушак аçин пĕрремĕш килне — «Бисмарка» — хытă тустарнă пулнă. Сэм та çĕнĕ карап çинче чылаях пурнайман — чӳкĕн 14-мĕшĕнче Мальтăран таврăнакан авианосеца нимĕçсен «U-81» шывай кимми торпедăпа атакăлать. Путакан карапа туртса кайма хăтланни кăлăхах пулать, вара «Арк Ройял» Гибралтартан 30 милĕ тухăс еннелле шыва путать. Кун чухне ĕнтĕ мĕнпур моряка, вĕçевçĕне, вĕсемпе пĕрле Сэма та, пулашма пынă карапсем вилĕмрен çăлаççĕ. Темиçе морякпа Сэма патруль катерĕ тупать[5]. Вилĕмрен хăтăлнăскерсене малтан «Лайтнинг» эсминец çине, кайран — каллех Сэма тупнă «Легион» эсминец çине куçараççĕ. Çăк ике карапăн шăпи ăмсануллă пулмасть. «Легиона» тепĕр тăваттă уйăхран, 1942 çулхи пуш, 26 тăшман авиацийĕ путарать, «Лайтнинга» «S-55» нимĕç торпеда катерĕ 1943 çулхи пуш, 12 пĕтерет.
Малашнехи пурнăçĕ
тӳрлетАвианосеца путарсан кушак аçине çыран херринче хăварнă. Сэм пĕр хушă Гибралтар генерал-кĕпернеттĕрĕн канцелеринче пурăннă, кĕçех ăна Аслă Британие илсе кайнă, унта вăл варçа вĕçленичченех Белфастра пурнать[6]. Путман Сэм çыран хĕрринче 1955 çулта çĕре кĕрет. Паттăр кушак аçине Джорджина Шоу-Бейкер сăрăç пастельпе ӳкернĕ, халĕ вăл Гринвичри Наци тинĕс музейĕнче упранать[5].
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Stall, Sam (2007), 100 Cats Who Changed Civilization: History's Most Influential Felines, Quirk Books, pp. 57–58, ISBN 1594741638
- ^ 1 тата 2 Piekałkiewicz, Janusz (1987), Sea War, 1939-1945 (translated by Peter Spurgeon), Historical Times, p. 142, ISBN 978-0-713-71665-8
- ^ Шаблон:Cite wнeb
- ^ Piekałkiewicz, Janusz (1987), Sea War, 1939-1945 (translated by Peter Spurgeon), Historical Times, p. 170, ISBN 978-0-713-71665-8
- ^ 1 тата 2 Imperial War Museum, The Animals’ War: Special Exhibitions Gallery, Imperial War Museum, <http://london.iwm.org.uk/upload/package/74/AnimalsWar/images/AnimalsWarObjects.pdf>. Проверено 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2008.
- ^ Sea War, 1939-1945 (translated by Peter Spurgeon), Historical Times, 1987, p. 173, ISBN 978-0-713-71665-8
- ^ Хăшпĕр çăлкуçсенче кушак аçин ятне «Оскар» е «Бисмарк çинчи кушак».
Каçăсем
тӳрлетВикипедире портал пур «Кушаксем» |
- (Акăлчанла) Lewis, Val (2001), Ships' Cats in War and Peace, Nauticalia, ISBN 978-0953045815
- (Акăлчанла) Patrick Roberts Purr-n-Fur: Cats in Wartime — At Sea
- (ним.) Der Spiegel Die Katze im Wrack