Шупашкар (юрă)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шупашкар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.


ШупашкарФилипп Лукин композитор çырнă юрă[1]. Сăввине кам çырни паллă мар.

Шупашкар
Юрă
Жанр элтешле юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Юррăн сăвви тӳрлет

Шупашкар

Ҫунатна эс сартӑн Атӑл хӗрринче,
Савнӑ тӗп хуламӑр, кашнин чӗринче.

Шупашкар, Шупашкар,
Мӗн тери эс капмар -
Юмахри пек хитре,
Ыр сунатӑн пире.

Ҫӗнелсе ҫӗклентӗн халӑх пилӗпе,
Яту инҫе кайрӗ тӗнче шайӗпе.

Шупашкар, Шупашкар,
Мӗн тери эс патвар -
Сӑлтав пур савӑнма,
Кар тӑрса юрлама.

Ҫирӗп пултӑр утӑм пирӗн санпала -
Ирӗк те мухтавлӑ, сумлӑ тёп хула.

Шупашкар, Шупашкар,
Мӗн тери эс хастар.
Санра пирӗн вӑй-хал,
Иксӗлми ӑраскал.

Юррăн кĕвии тӳрлет

Филипп Лукин композитор.

Юррăн кунçулĕ тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Шупашкар Чебоксары (ку çăлкуçра нотăсме те пур, анчах та сăввин авторне пĕлме çук)

Каçăсем тӳрлет