Лукин Филипп Миронович

Филипп Миронович Луки́н (1913 — 1994) — совет чăваш композиторĕ, хор дирижёрĕ, мусăк-пĕрлĕхĕн ĕçченĕ. РСФСР халăх артисчĕ (1970), Сталин парни лауреачĕ (1952), Чăваш композиторĕсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ (1948–77), Хор пĕрлĕхĕн председателĕ (1984)[1][2].

Филипп Лукин
Çуралнă вăхăт 1913 утă, 3
Çуралнă вырăн Çавал-Çырма ялĕ,
Çĕрпӳ уесĕ,
Хусан кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1994 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Шупашкар,
Чăваш Ен,
Раççей Федерацийĕ
Патшалăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Flag of Russia.svg РФ
Профессисем СССР композиторĕ, мусăк педагогĕ, хор дирижёрĕ (XX ĕмĕр)
Жанрсем юрă
Ушкăнсем Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш ПАПТ
Пĕрĕçлĕх Ф. П. Павлов ячĕллĕ ШМУ
Парнесем

Сталин парни — 1952 РСФСР халăх артисчĕ— 1970

Октябрь Революци орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Халăхсен туслăхĕ орден «Хисеп Палли» орденĕ
Disambig gray.svg Лукин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Кун-çулĕТӳрлет

Филипп Лукин 1913 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Çавал Çырма ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕн) çуралнă . 1932 çулта Чăваш мусăкпа театр техникумĕнче вĕренсе тухнă, 1942 çулта — Мускаври П. И. Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторинче (В. Г. Соколов класĕнче) аслă пĕлӳ илнĕ. ССРП КП пайташĕ (1941). 1942—1956 çулсенче Чăваш ПЮТА пултарулăх ертӳçи, 1957—1959 çулсенче ЧПФ пултарулăх ертӳç тата директорĕ, 1959—1992 çулсенче — Ф. П. Павлов ячĕллĕ ШМУ вĕрентӳçи. 1948—1977 çулсенче ЧАСС КП правленин председателĕ, ЧАССР Хор (Мусăк) пĕрлĕхĕн председателĕ.

Филипп Миронович Лукин 1994 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Шупашкар куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

ПултарулăхТӳрлет

Халăх кăмăлĕнчи юрăсемТӳрлет

«Çуралнă çĕршыв» «Чечекленет çĕршывăм», «Çамрăксен юрри», «Атăлпа Сĕве хушшисем», «Юрататăп, çĕршывăм, сана», «Хăмла пахчи», «Çутă ĕмĕт», «Сирень», «Такăрлатăп урама», «Тусăм, тухчĕ Атăл хĕррине», «Уçланкăри палан», «Çăкăр», «Асатте юрри», «Хĕрсен такмакĕсем», «Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Шур перчетке».

Чыславсемпе парнесемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
  • Шамина, Л. В. Певец чувашского народа / Л. В. Шамина // Филипп Лукин: музыкант. Общественный деятель : сборник статей, воспоминаний, материалов. – Шупашкар, 2008.

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет