Шупашкар каçĕсем

Çакна Шупашкарăн лăпкă каçĕсем юрăпа пăтраштармалла мар


Шупашкар каçĕсемXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Григорий Хирпÿ композитор Александр Галкин сăввипе çырнă.

Шупашкар каçĕсем
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).

Александр Галкин — Чăваш республикин халăх поэчĕ (1997)

Юррăн сăвви тӳрлет

 
Александр Галкин

Шупашкар каçĕсем

Анлă Атăл çине
Уйăх кĕмĕл сапсан,
Шупашкар ытамне
Кăн-кăвак каç анать шăвăнса.

Хушса юрламалли:

Шупашкар каçĕсем,
Юмахри пек каçсем,
Ах!
Ах ăçта-ши тата
Ах ăçта-ши тата пур вĕсем?

Савăнаççĕ яшсем,
Йăл кулаççĕ куçсем...
Каччисен çумĕнче
Акăшсем пек çÿреççĕ хĕрсем.

Хушса юрламалли:

Садсенчи шăпчăксен
Пит хитре юррисем:
Чунсене çĕклесе
Çуратаççĕ хĕрÿ туйăмсем

Хушса юрламалли:

Тÿпере çăлтăрсем,
Çĕр çинче çăлтăрсем
Ĕмĕрне те асран
Каяс çук Шупашкар каçĕсем.

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии тӳрлет

Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).

Юррăн кунçулĕ тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет