Шупашкарăн лăпкă каçĕсем


Шупашкарăн лăпкă каçĕсемXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Александр Сергеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Юррăн сăвви

тӳрлет
 
Валентин Урташ

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем

Ахальтен сире хĕрсем савман пуль
Ахальтен савман пуль каччăсем
Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль
Шупашкарăн лăпкă каçĕсем

Çăлтăрсем какçхи вăййа тухсассăн
Тантăшсем тухсан çыран хĕрне
Вăйăра юрла-юрла юхсассăн
Кам тупмасть пуль хайĕн çăлтăрне

Çăлтăрсем те пĕр-пĕрне саваççĕ
Пĕр пек мар-ши пирĕн ĕмĕтсем
Саншăн çеç саркайăксем юрлаççĕ
Чечеке лараççĕ çĕмĕртсем

Çăлтăрсем пиншер шăрçа тăкаççĕ
Ма хитре-ши Атăл каçĕем
Куç илмесĕр сан çине пăхаççĕ
Салтакран тин килне каччăсем

Ахальтен сире хĕрсем савман пуль
Ахальтен савман пуль каччăсем
Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль
Шупашкарăн лăпкă каçĕсем

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии

тӳрлет

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет