Шумер чĕлхи
Шумер чĕлхи — пирĕн эрăччен тăваттăмĕш пинçуллăхра Кăнтăр Месопотамире пурăннă авалхи шумерсен чĕлхи. Пирĕн эрăччен 2000 ç. шумер чĕлхине пуплеврен аккад чĕлхи ылмаштарать пулин те, унпа таса, литургиллĕ тата ăслăх чĕлхи вырăнне хурса пирĕн эрă пуçланичченех усă кураççĕ.
Шумер чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | 𒅴𒂠 eme-gi7(r) |
Патшалăхсем: | Шумер |
Регионсем: | Кăнтăр Шывхушши |
Статус: | çухалнă |
Çухалнă: | п. эрч. 2-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче, пирĕн эра пуçланичченех классика шайĕнче пулнă. |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
изоляциленнĕ | |
Çырулăх: | савăл çырулăхĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | шум 817 |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | sux |
ISO 639-3: | sux |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
ИсториПравить
Шумер чĕлхин аталанăвĕнче пилĕк тапхăра палăртаççĕ:
- Архаика (п. эрч. 3000—2750 çç.)
- Ватă шумер (п. эрч. 2750—2136 çç.)
- Çĕнĕ шумер (п. эрч. 2136—1996 çç.)
- Кай шумер е Ватă вавилон шумер (п. эрч. 1996—1736 çç.)
- Шумер хыççăнхи (п. эрч. 1736 ç. — п. эрч. II ĕмĕр)
ÇырулăхĕПравить
Чĕлхере савăл çырулăхĕпе усă курнă. Çырулăхĕ сăмахлă-сыпăклă. Никĕсĕнче ӳкерчĕк паллисем (пиктограммăсем) выртаççĕ, çак идеограммăсем сăмаха мар, ассоциативлă çыхăннă темиçе пĕлертĕве (концепта) кăтараççĕ.
Грамматикăна пахаланиПравить
Шумер чĕлхи — агглютинативлă чĕлхе, сăмаха çыхăнуллă уйрăм суффикссемпе морфемсенчен тытăнса тăрать. Синтаксис енĕпе чĕлхене эргативлисен шутне кĕртеççĕ.
КаçăсемПравить
- Шумер чĕлхи: Euskara exotica
- Sumerian Language Page
- Sumerian language article in 1911 Encyclopedia Britannica
- An overview of Sumerian provided on the page of the Electronic Text Corpus of Sumerian literature Архивленĕ 2 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.
- CDLI: Cuneiform Digital Library Initiative Архивленĕ 5 Ҫу уйӑхӗн 2021 çулта. a large corpus of Sumerian texts in transliteration, largely from the Early Dynastic and Ur III periods, accessible with images.
- Electronic Pennsylvania Sumerian Dictionary (EPSD) Архивленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта.
- Sumerisch (An overview of Sumerian by Prof. Dr. Kausen, in German)
- The Life and Death of the Sumerian Language in Comparative Perspective by Piotr Michalowski
- Cale Johnson Архивленĕ 15 Ака уйӑхӗн 2005 çулта.
- Jarle Ebeling (PDF)
- Graham Cunningham (PDF)