Шанăç (ансамбль)
Шанăç | |
Жанрсем | фолклор |
---|---|
Çулсем | 1980 - х.в. |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Йĕркеленнĕ вырăн | Чăваш Республики, Елчĕк районĕ, Вырăскасси ялĕ |
Йыш | Ертӳçсем: Степанов Виктор Ильич; Доброхотов Владимир Гурьевич (2007-2009); Векова Лариса Николаевна (2009-2010). |
Шанăç — Елчĕк районĕнчи чăвашĕсен фольклор жанрĕпе ăсталлă юрă ушкăнĕ. Йĕркелекенĕ — Степанов Виктор Ильич; Краснова Алина Петровна (2011-2014); Алина Краснова.
Кун-çулĕ
тӳрлетШанăç фольклор коллективĕ 1980 çулта Вырăскассинче йĕркеленнĕ. Пуçарса яраканĕ — Степанов Виктор Ильич.
1982 çулта ушкăн Ф. Павлов ячĕллĕ мусăк училищинче хăйĕн пултарулăхне республикăри фольклор коллективĕсем хушшинче кăтартнă, лауреат ятне тивĕçнĕ. Çамрăк артистсем тăван районта çеç мар, Комсомольски тата Патăръел районĕсенче, Тутарстанри Апастово тата Пăва районĕсенче концертсемпе çӳреççĕ. 1986 çулта Шупашкар хулинче Елчĕк районĕн кунĕнче халăха юрă-ташăпа илентернĕ. 1987 çулта Шанăç Чăваш Республикин кăнтăрти районĕсен фольклор ушкăнĕсен конкурсне хутшăннă. 1994 çулта вара Вырăскассинчи çĕнĕ культура çуртĕнче «Раштав каçĕсем» уява ирттернĕ, хăнара патăръелсем, шăмăршăсем, каçалъенсем пулнă.
1996 çулта Елчĕкре иртнĕ Республикăр халăх пултарулăх ушкăнĕсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» конкурсĕнче Шанăç ансамбле жюри питĕ мухтанă. Çăмрăк артистсем 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Республикăри фольклор коллективĕсен ăмăртăвĕсене пĕрмаях хутшăнать. 1999 çулта çак конкурс Шăмăршă салинче иртнĕ.
Вырăскасси ушкăнĕ районти «Акатуй» уявне хастар хутшăнать. 1998, 2000, 2002 çулсенче 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
2000 çулта – фашистсен Германие çĕнтерни 55 çул тултарнине чысласа Оперăпа балет театрĕнче иртернĕ фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Çав çултах Чăваш Республики 80 çул тултарнине чысланă уява та хутшăннă.
2002 çулта Шупашкарта «Атăлçи çăлкуçĕсем» (выр. Родники Поволжья) фольклор коллективĕсен уявĕ иртнĕ. Ансамбль фестивале хастар хутшăннă.
2003 çулта IV фольклор фестивальне Комсомольское салинче хутшăннă, диплома тивĕçнĕ. Çав çултах Шăмăршăра Республика кунĕнче пултарулăхне кăтартнă.