Шамалов Николай Терентьевич
Шамалов Николай Терентьевич (1950 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче çур.) — «Россия» банкĕн пĕрлĕхарпăрçи, унчен Siemens Medical Solutions компанин Санкт-Петербургри элчи.
Шамалов Николай Терентьевич | |
Çуралнă вăхăт | 1950, кăрлач, 24 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ачисем |
Юрий Шамалов Кирилл Шамалов |
Медиафайлы на Викиампар |
1886 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнче Владимир Путин тата ытти çиччĕ юлташĕ йĕркеленĕ «Озеро» кооперативăн пайташĕ.
«РБК» кăларăм хыпарланипе, 1990-мĕш çулсемчен Шамалов Ленинградра хăйĕн вĕреннĕ ĕçĕпе —-стоматолог хăтланнă. Çакăнтах вăл хăйĕн бизнесне пуçланă: 1994 çулта «Мастердентсервис» компание йĕркеленĕ.
1992 çулта Siemens концернĕн Петербургри медицина уйрăмĕн ĕçтешĕ пулса тăнă, унта вара 15 çул ытла медицина техникине сутса пурăннă[1].
2011 çулта «Forbes» журналăн раççей версипе Шамаловăн капиталĕ $500 млн (ун чухне вăл 198-мĕш вырăнта тăнă) çитнĕ[1].
Украина влаçĕсем бизнесмена Путинăн çывăх юлташĕ пулнăран 2014 çулта Европĕрлешĕвĕн Украинăри вăрçă пирки санкцисен айне тунă[1].
Çемье
тӳрлет- 2003 çултанпа аслă ывăлĕ Юрий Раççейри чи пысăк патшалахăн мар «Газфонд» пенси фондне (унăн йышне «Газпромбанк» кĕрет) ертсе пырать. Газфонда пыриччен Юрий Siemens компанин Мускаври элчи пулса тăрăшнă.[1]
- Кĕçĕн ывăлĕ Кирилл — «СИБУР» компанин вице-президенчĕ. Bloomberg хыпарланипе[2], кайранрах Reuters А. И. Акимов çине шанса çирĕплетнипе[3] — Владимир Путинăн кĕрӳшĕ пулать[4].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2, 3 тата 4 Ирина Малкова, Сергей Титов. Расследование РБК: как строит бизнес семья Шамаловых «РБК», 17.12.2015
- ^ Bloomberg назвал дочерью Путина главу работающего с МГУ фонда :: Политика :: РБК
- ^ Putin’s daughter, a young billionaire and the president’s friends
- ^ Putin’s Dancing Daughter Said to Run Fund Backed by Dad’s Allies // Bloomberg, 2015-01-30(акăлч.)