Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шале (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Шале́ (фр. chalet), Альпăри — швейцар стилĕпе тунă пысăках мар ялти пӳрт. Вăтам дача.[1]

Шале. Вале кантонĕ, Швейцари

Шале тени «кĕтӳç пӳрчĕ» пулать. Унсăр пуçне, шале — XVIII ĕмĕрте роман паркĕсенче — ялти пӳрт пек садри павильон, вырăнти пейзаж пастораль тĕсне парать.

Шале тăррин вĕçне карнизран аяларах антараççĕ. Хӳмисене йывăçран хăпартаççĕ, хальхи нумай хутлă çуртсенче пĕрремĕш этажне кирпĕчрен е чулран тăваççĕ.

Халĕ Австрипе Францири чылай турист комплексĕсенче шале евĕрлĕ туса лартнă пӳртсем пур.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет