Шалашова Александра Евгеньевна

Александра Евгеньевна Шалашова (8.12.1990, Череповец, Вологда облаçĕ, РСФСР, ССРП çур.) — раççей поэтесси, прозăçи, юрăçи, «МореЖдёт» мусăк ушкăнне хутшăнаканĕ[1]

Александра Шалашова
Çуралнă чухнехи ят: Шалашова Александра Евгеньевна
Çуралнă вăхăт: 1990, раштав, 8
Çуралнă вырăн: Череповец хула, Вологда облаçĕ, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: ССРП, РФ
Ĕçлев тĕсĕ: проза, поэзи
Пултарулăх çулĕсем: 2008 - х. в.
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Парнесем: «Болдинская осень» литература премийĕ  • «Лицей» литература премийĕ

Биографи тӳрлет

Александра Шалашова 1990 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Вологда облаçĕнчи Череповец хулинче çуралнă. Çамрăк чухнех кĕнеке вулама юратнă, çаплах сăвăсене шăрçăланă.

Вăтам пĕлӳ илсенех, Мускаври А. М. Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренме кĕнĕ. Александра Евгеньевна проза ăсталăхне раççей çыравçи-сценарисчĕ, Александр Евсеевич Рекемчук патĕнче туптанă. Диплома алла илсен, Александра ĕçлеме шкула вырнаçнă, вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă.

Каярах, харпăр педагог практикине куçсан, Александра Евгеньевна пултарулăх ĕçхĕлне пикеннĕ. Унăн ĕçĕсем пĕрмаях популярлă журналсенче — «Знамя», «Юность», «Сибирские огни», «Нижний Новгород», TextOnly — пичетленнĕ.

Унсăр пуçне, 2020-мĕш çулта çыравçă «Предприятие связи» сăвăсен пуххине пичетленĕ, тепĕр çултан унăн «Выключить мое видео» романĕ кун çути курнă.

Александра Шалашова мусăк пултарулăхĕнче те ăста. Мускаври symphonic metal стилĕнче ĕçлекен «МореЖдёт» рок-группăра вокалистка пулса тăрăшать, текстсене çырать.

Хайлавĕсем[2] тӳрлет

  • «Предприятие связи», 2020, Издательство: Стеклограф, ISBN: 978-5-4465-3015-1
  • «Выключить моё видео», Издательство: АСТ, 2021, ISBN: 978-5-17-137271-2
  • «Салюты на той стороне», Издательство: Альпина. Проза, 2023, ISBN: 978-5-00139-887-5.
  • «Камни поют», Издательство: Альпина. Проза, 2023, ISBN: 978-5-00139-983-4.
  • «Красные блокноты Кристины»,2024, Издательство: Альпина. Проза, ISBN: 978-5-00223-044-0
  • «50 писем к А. Л.», 2024, ISBN: 978-5-04-200019-5
  • «Пятьдесят писем к А. Л.», 2024, Эксмо, ISBN: 978-5-04-193754-6.

Чыслани тӳрлет

  • «Болдинская осень» литература премийĕ
  • «Лицей» литература премийĕ

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет