Шаблон:Суйласа илнĕ статья

Юрий I Львович королĕн пичет аверсĕ çинче «Regis Rusiae» — Руç королĕ тесе çырнă.

Руç коро́лĕ́ (лат. Rex Russiae е Rusiae) — Анăç Европăри вăтам ĕмĕрсенчи документсенче тата нарративлă çăлкуçсенче вырăс тытăмçисене асăннă чухне ускурнă титул. Хăшпĕр тытăмçăсене ăна йышăнма сĕннĕ. Çак титула илнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх — галич-волынь кнеçĕ Даниил Галицкий (1253 çул).

Александр Филюшкин каланипе, Руç политикин культуринче çак титул вырнаçанайман, «вырăс историнче тĕлĕнтермĕшлĕ эпизод евĕр ĕмĕлкеленсе иртсе кайнă».

Титул, çапах та, Кăнтăр-Анăç Руçĕнче поляксен влаçне çирĕплетнĕ ĕç-пуçра паллă роле вылянă.

Руç королĕ


Шерп килйышĕ.

Ше́рпсем, пĕр. хисепре шерп е шерпа (тиб. ཤར་བ་, вайли shar pa ‘тухăç çыннисем') — Тухăç Непалри, Джомолунгма тăвĕ таврашĕнче, çаплах Индире пурăнакан халăхлăх. Тăван ячĕ — шаркхомбо. Шерпсен чĕлхи — кангпотибет-бирма чĕлхисен кăнтăр турачĕ йышне кĕрет; çапах та ытти Тибет чĕлхисенчен питĕ уйрăлса тăрать.

Ытларахăшĕ Непалăн тухăç регионĕсенче пурăнать; хăшпĕррисем анăçарах, Ролвалинг (Rolwaling) айлăмĕнче тата Катмандуран çурçĕререх Хеламбура вырнаçнă. Непалри шерпсен чи авалхи ялĕ — Тенгбоче.

Шерпсем — вăтам ĕмĕрсенче Тĕп Гималай ту хысакĕнчен кăнтăралла куçса килнĕ тибетçĕсен еткерĕсем.

Шерпсем