Шаблон:Кун пулăмĕсем:07-31
- 904 — арапсем Висантин иккĕмĕш шĕкĕр хулине — Солуньине ярса илнĕ.
- 1655 — вырăс çарĕсем улттă çуллăха Аслă Литва кнеçлĕхĕн тĕп хулине — Вильнăна — йышăннă.
- 1703 — Даниэль Дефона сатира памфлетне хайланăшăн намăс юпи патне лартнă, анчах ырă сунакан лондонсем ăна чечексемпе чысланă.
- 1815 — пĕрремĕш чукун çул çинчи катастрофа пулнă, 13 - 16 çын пĕтнĕ.
- 1954 — итал альпинисчĕсем пĕрремĕш хутчен Гималайри Чого́рие, çӳллĕшĕпе тĕнчери иккĕмĕш тăрăна (капăрл.) хăпарнă.
- 1975 — Детройтра профпĕрлешӳ ертӳçи Джимми Хоффа тĕлĕнтермĕшле çухалнă пирки пĕлтернĕ.
- 1976 — НАСА «марсиан сфинксĕн» фотоӳкерчĕкне пичетленĕ.