Шăхча
- Ку статья чĕрчунсен аçа органĕ çинчен, этемĕнни пирки урăх статьяна пăхмалла
Шăхча (лат. membrum virile), е пе́нис (лат. penis — хÿре) — чĕрчунсен аçа органĕ
Этемĕн çавнашкал органне шăхча темеççĕ, ун валли урăх сăмахсем пур. Çавăн пекех, этем тĕлĕшпе усă куракан çав сăмахсене ытти чĕрчунсем енĕпе усă курма май çук.
Шăхча тени обсценлă лексика (намăс сăмах) шутланмасть, вăл кашни сăмахсарта тенĕ пекех пур.
Н. И. Ашмарин словарĕнче пĕчĕк хирĕçулĕх пур[1]:
Шăхча, мошонка. КС. Шăхча — ăйăрăн, сыснан, такан, вăчарăн пулать. || Скотолеч. 11. Лаша шăхчи çумне çӳп е тусан хытса ларсассăн, вăл шăхчине кăлармасăр шăрать; çавăн пек чух ăна çĕре ӳкерсе шăхчине супăньпе çăвас пулать. Ib. 20. Лашанăн шăхчи шыçса вĕриленсе каять те шăла кĕреймесĕр çакăнса çӳрет. Ib. Шахча хутаççи, мошонка.
Тÿрех курăнать ĕнтĕ, малтан шăхчана «мошонка» тесе ăнлантарни — йанăш, мĕншĕн тесен çавнах вĕçĕнче шăхча хутаççи тенĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Тезаурус Лингве Чувашорум.
Каçăсем
тӳрлетШăхча Викиампарта? |
- Морфология сельскохозяйственных животных 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Ветеринарные истории»2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Что такое Половой Член» — Большая Медицинская Энциклопедия2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Terrifying sex organs of male turtles by Darren Naish(акăлч.)
- Brindle M., Opie C. Postcopulatory sexual selection influences baculum evolution in primates and carnivores.(акăлч.)
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур Penis(акăлч.) Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|