Чӑваш чӗлхин ӑнтлантаруллӑ сӑмах кӗнеки

Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки — ҫичӗ томлӑ ӑнлантаруллӑ чӑваш сӑмахсарӗ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви пĕрлехи ĕçĕ. Кĕнекере чăваш сăмахĕсен семантики пирки те информаци пур. Çавăн пекех сăмахсемпе усă курнин уйрăмлăхне ăнлантарнă. Авторсем сăмахсен, сăмах çаврăнăшĕсен ăнлантарăвне илсе кăтартнă, вĕсемпе илемлĕ литературăра, публицистикăра, фольклорта усă курнă тĕслĕхсемпе паллаштарнă. Издательство сайтĕнчи аннотацире каланă тăрăх, «словаре Совет тапхăрĕ хыççăн чăваш чĕлхи лексикинче пулнă улшăнусемпе килĕшӳллĕн» хатĕрленĕ.

Чӑваш чӗлхин ӑнтлантаруллӑ сӑмах кӗнеки

Сӑмахсарăн А-И кӑларӑм хуплашки
Жанр: сăмахсар
Тăван кăларăм чĕлхи: чăваш
Кăларамçă: Чăваш кĕнеке издательстви

Кӑларнисем

тӳрлет
  • А-И, 2011 ҫулта кӑларнӑ
  • Й-К, 2014 ҫулта кӑларнӑ[1][2].

Хатĕрлекенĕсем

тӳрлет

Çăмăл тухман ку кĕнеке. Вăл нумай çыннăн тăрăшуллă ĕçĕ. 50 çула яхăн пухнă ăна. 1959 çулта Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институчĕн Ăслăх канашĕн анлă ларăвĕнче чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕ И.А.Андреев чăваш чĕлхин паянхи куна тивĕçтерекен словарĕ кирлине каланă, кун валли сăмах кĕнекин картотекине хатĕрлеме сĕннĕ. Чăнах та çак картотекăна 1964 çултанпа пуçтарма тытăннă. Чăваш çыравçисен хайлавĕсенчен, куçарусенчен, хаçат-журналтан, халăх сăмахлăхĕнчен тата ытти литературăран сăмах пĕлтерĕшĕсене, калаçури уйрăмлăхсене çырса илнĕ. Анчах 1991 çулта йывăр лару-тăрăва пула картотека çĕнĕ тĕслĕхсемпе пуянланма пăрахнă. Пурпĕр вуçех пăчланман ку ĕç, 1992 çулта С.Р.Малютинпа В.П.Иванов йĕркелесе янипе чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине хатĕрлеме тытăннă. Анчах каллех укçа-тенкĕ, сăмах ăстисем çитменнипе тата словарьшĕн яваплă Ю.Ф.Ефимов, Г.В.Лукояновпа И.П.Павлов чĕлхеçĕсем вăхăтсăр çĕре кĕнипе ĕç малалла каяйман.[3]

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет