Чухăнсен сасси
Чухăнсен сасси, — 1918 çулхи авăн уйăхĕн 26 пуçласа 1919 çулхи çурла уйăхĕн 8 чăваш чĕлхе çинче тухса тăнă хаçат. вăл граждан вăрçи вăхăтĕнче хĕрлĕ çарăн политикăллă хаçат пулнă. Тиражĕ малтан 5 пин пулнă, кайран 10 пине ӳснĕ. Юлашки 133 номерĕ 1919 çӳлхи çурла уйăхĕн 8 пичĕтленсе тухнă.
Пичĕтленме малтан (1918, авăн, 26) Хусанта пичĕтленнĕ. 1919 çулхи кăрлачăн 25 Ĕпхӳре, Колчак тапăнса пынă вăхăтра (пуш-çу уйăхĕсенче) Бугурусланта тата Сызраньте пичĕтленнĕ. 1919 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен — Çĕмпĕрте.
Малтан хĕрлĕ çарăн 5 пайĕнче сарнă, 1919 çулхи çу уйăхĕнче вара фронт хаçачĕ шутланнă.
Хаçăтра Ахах Иван Евграфовичăн сăввисем, калавĕсем пичĕтленнĕ.