Чулхула гербĕ
Чулхулан гербне 1992 çулхи юпа уйăхĕн 15 йышăннă. Вăл 1781 çулта йышăннă герб çинче никĕсленеть. Анчах та хальхи герб çавăн пекех Раççей ялавĕн тĕсĕллĕ хăюпа çыхнă ылтăн юман çӳлçисемпе çавăрса имле пултараççĕ.
Историĕ
тӳрлетЧулхула гербĕн историĕ тăрăх халĕ те тавлашаççĕ. Пĕрисем шутланă тăрăх малтан (XVI-XVII ĕмĕрсенче) герб çинче пăши ӳкернĕ пулнă, кайран, XVIII ĕмĕрте, вара тин вăл пăлан çине улшăннă.
Алексей Михайлович патшан 1666 çулхи указĕнче герб ялавĕ тăвасси çинчен çапла çырнă: «Нижегород печачĕ, ун çинче пăши утать».
Теприсем шутланă тăрăх XVII ĕмĕртех герб çинче пăлан пулнă. Вĕсем "1626 çулхи пĕтĕм патшалăх пичетĕсен ăнлантарăвĕ" çине кăтартаççĕ. Ку документа 1626 çулхи Мускаври пушар хыççăн çырнă. Унта çырнă: «Нижегород пичечĕ: пăлан, пăлан айĕнче çĕр»
Авалхи герба çапла çырса ăнлантарнă: «Шурă тĕс çинче пăлан ӳкернĕ. Пăланĕ хĕрлĕ, мăйракисемпе пăлан чĕрнисем — хура тĕслĕ». Ку герба 1781 çулхи çурлан 16 йышăннă.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чулхула администрациĕ сайчĕ çинчи Чулхула символикисен страници 2005 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.