Чернов Матвей Степанович
Чернов Матвей Степанович (1914 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕ, Ямпак ялĕ, Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Малыкла районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ — 1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕ, Сунуплявы ялĕ, Латви ССР) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, чăваш.
Чернов Матвей Степанович | ||||
Çуралнă вăхăт | 1919 çул, чӳкĕн 12-мĕшĕ | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Ямпак ялĕ ялĕ Малыкла районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, РСФСР | |||
Вилнĕ вăхăт | 1944 çул, утăн 19-мĕшĕ | |||
Вилнĕ вырăн | Сунуплявы ялĕ, Латви ССР | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | пехота | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1944 | |||
Хисеп | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1914-мĕш çулхи чӳкĕн 12-мшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Малыкла районĕнчи Ямпак ялĕнче (халĕ — Çĕнĕ Малыкла ялĕн М.Чернов ячĕллĕ урамĕ[1]) çуралнă.
1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Латвири Лудзены районĕнчи Рундены ялĕ патĕнче Ахметгалин взводне (вĕсем шутĕнче Чернов кĕçĕн сержант та пулнă) тăшмансем ункăна илнĕ. 11 салтак нумай вăхăт хушши хăйсенчен нумай хут пысăкрах шутлă гитлеровецсемпе çапăçнă. Икĕ уринчен тата кăкăрĕнчен аманнă Чернов виличченех ятсăр сăрт çине тапăнакан тăшманчене автоматран пенĕ.
Сăрта тăшмансене паман, хамăр çар киличчен тытса тăнă. Çавăнпа çак çапăçура пулнă 11 салтака та Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă.
Чыславсем
тӳрлет- Мухтав орденĕ - 1944.
- Совет Союзĕн Паттăрĕ - 1945.
- Рига хулин хисеплĕ гражданинĕ.
- Çĕнĕ Малыкла вăтам шкулне унăн ятне панă.
Вуламалли
тӳрлет- Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи. "Атăл каччи". Поэма.
- Еграшкина, Нина. Матвей Чернов – Упамсар мухтавĕ!(ĕçлемен каçă) — Канаш хаçат (Чĕмпĕр), 1313-мĕш (2015.04.23) кăларăм.