Чарыков Иван Матвеевич

Иван Матвеевич Чарыков (9.9 (27.8).1902, Ефремово-Зыково, Ефремо-Зыково вулăсĕ, Бугуруслан уесĕ, Самар кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 25.7.1964, Мускав, ССРП) — совет/чăваш патшалăх/политика ĕçченĕ[1].

Биографи

тӳрлет

Иван Матвеевич 1902 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Бугуруслан уесĕнчи (Ефремо-Зыково вулăсĕ) Ефремово-Зыково салинче (халĕ Ăренпур облаçĕн Пономарёвка районĕнче) çуралнă.

1924 çултанпа РКП(б) пайташĕ. 1926 çулта Самар кĕпĕрнинчи совет тата парти тăваслăх шкулĕнче вĕренсе тухнă, кайран Ленинградри им. Н. К. Крупская ячĕллĕ политикăпа çутĕç коммунизм институчĕн (халĕ Санкт-Петербургри культура тата ӳнерсен патшалăх университечĕ) шкул уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ.

1930 — 1937 çулсенче — педагогика ĕçлевĕнче: историе вĕрентнĕ, Бугурусланри ялхуçалăх техникумĕн директорĕ (Вăтам-Атăл Ен), Бугуруслан районĕн халăх çутĕç уйрăмĕн ертӳçи, Чапаевск хулин халăх çутĕç уйрăмĕн ертӳçи, Чĕмпĕрти библиотека техникумĕн директорĕ (Куйбышев облаçĕ).

1937 çултанпа партири ĕçре. 1937—1938 — ССКП Чĕмпĕр облаç комитечĕн 2-мĕш секретарĕ.

1938—1939 çулсенче — ССКП Куйбышев облаç комитечĕн уйрăм пуçлăхĕ, кайран 3-мĕш секретарĕ.

1940/пуш — 1948/раштав çулсенче — ПРКП(б) Чăваш облаç комитечĕн 1-мĕш секретарĕ.

1950 — 1951/ака — ПРКП(б) ТК инспекторĕ. Кайран, 1953 çулта ССРП МК çумĕнчи Новгород облаçĕнчи колхоз ĕçĕсен канашĕн элчи.

1953 çулта ăна ССКП Новгород обкомĕн Промăçлăх-транспорт уйрăмĕн ертӳçи, кайран çав çултах — ССКП Новгородри хула комитечĕн 1-мĕш секретарĕ пулмашкăн çирĕплетнĕ.

1954 — 1960 çүлсенче — СМ РСФСР МК çумĕнчи çынсене ĕçлемешкĕн пуçтарса куçарса каяссине оргпнизацилекен Тĕп тытăмлăвĕн уйрăм пуçлăхĕ.

Мускавра 1964 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче вилнĕ. Вилтăпри Новодевичье çăвинче.

Чыслани

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ [Изоркин А. В. Чарыков Иван Матвеевич — Цифрăланă чăваш энциклопединчи статья.]

Каçăсем

тӳрлет
  • Чарыков Иван Матвеевич. Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898—1991. Тĕрĕсленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2016.