Чавушоглу Мевлют

Мевлю́т Чавушоглу́ (туркк. Mevlüt Çavuşoğlu; нарăс, 5 1968, Аланья, Турци çур.) — турккă политика ĕçченĕ, Европа Канашĕн Парламент Ассамблейин пуçлăхĕ (2010—2012) пуçлăхĕ, Турци ютçĕр ĕçĕсен министрĕ (2014-па).

Чавушоглу Мевлют, Турци ютçĕр ĕçĕсен министрĕ.

Биографи

тӳрлет

1968 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Аланья (Турци) хулинче çуралнă. 1988 çулта Анкара университечĕн политика ăслăхĕсен факультетĕнче вĕренсе тухнă (бакалавр, «тĕнчери хутшăнусем»). 1991 çулта Лонг-Айленд университечĕн (АПШ) экономика магистрĕ степенне тивĕçнĕ. Ăслăх ĕçлевĕпе Билкент университетĕнче (Турци) тăрмашнă. Кандидат диссертацине Лондонри экономика шкулĕнче хӳтĕленĕ.

Акăлчанла, нимĕçле тата япунла пĕлет, вырăсла вĕренет. Турци Парламенчĕн футбол командинче вылять. Авланнă, пĕр ачана ӳстерет.

Политика карьери

тӳрлет

1995 çултанпа Турцин Тавраш хутлăхне хӳтĕлев министерствин Тĕнчери хутшăнусен департаментĕнче ĕçленĕ. Кайран харпăр ĕçĕпе аппаланнă.

2001 çулта Турцин тӳркăмăллăх тата аталану партине никĕсленĕ çĕре хутшăннă, 2009 çулчен тĕнчери хутшăнусен парти комитечĕн вице-президенчĕ шутланнă.

2002 тата 2007 çулсенче Турцин Аслă Наци Пухăвне суйланнă (Анталия провинцинчен). Тĕрлĕ вăхăтра Японипе, каярах АПШ-па туслăх парламент ушкăнне тытса пынă.

2003 çултанпа ЕКПА-ра турккă делегацине ертсе пынă, Европа демокрачĕсен ушкăнĕн (ЕДУ) пайташĕ пулнă. ЕКПА председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. 2007 çултанпа турккă делегацин председателĕ, ассамблея председателĕн çумĕ. 2009 çулта ЕКПА-ри Европа демокрачĕсен иккĕмĕш вице-председателĕ пулса тăнă.

2009 çулăн авăн уйăхĕнче ПАСЕ çĕнĕ председатĕлĕн суйлавĕнче ЕДУ ăна кандидата тăратнă. 2010 çулăн кăрлач уйăхĕнче Европа канашĕн Парламент ассамблейин председалĕ вырăнне суйланă[1].

Турци республикин Европа Пĕрлешĕвĕ ĕçĕсен министрĕ пулнă. 2014 çулхи çурла уйăхĕнче - Турци ютçĕр ĕçĕсен министрĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Sariişik, Dönduü. Turkish parliamentarian elected president of PACE, Hürriyet (25 January 2010). Тĕрĕсленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.

Каçăсем

тӳрлет