Чĕре
Чĕре — юна юн пăрăхĕсемпе чуптаракан фибрăллă-мышцăллă орган.
Эволюциллĕ аталанăвĕ
тӳрлетПалеонтологи тĕпчевĕсем тăрăх, пĕрремĕш чĕре ансат çурăм шăммиллӗ (хордăллă) чĕрчунсенчен аталанма тытăнать. Çапах та пĕтĕмĕçлĕ орган пулса пулăсен шутлама йышăннă. Вĕсен чĕри икĕ пӳлмĕллĕ (камерăллă), клапан аппарачĕпе чĕре хутаçĕ аталанама тытăнаççĕ.
Тăватă пӳлмĕллĕ чĕре чи малтанах сĕтĕçекен чĕрчунсен — динозаврсен — аталанса пынă. Малалла çак чĕре диносавăрсен тӳрĕ тăхăмĕсенче — кайăксенче тата паянкунхи сĕтĕçекенсенче аталанса пырааççĕ.
Çĕр-шыв чĕрчунĕсемпе рептилисен юн çаврăнăшĕ халĕ икĕ ункăллă, вĕсен чĕри виçпӳлмĕллĕ (вĕсен чĕре умĕсене уйăракан чаракĕ те пулса çитет). Пĕртен-пĕр паллă чĕре аталанса çитеймен рептилĕ — крокодил, унăн чĕре умĕсене уйăракан чаракĕсем пĕтĕмпех уйăрса хураймаççĕ.
Çурăм шăммиллӗ чĕрчунĕсен пурин те чĕре шутне чĕре хутаççипе (перикард) клапан аппарачĕ кĕреççĕ. Моллюскă чĕринче те клапăнсем пур, анчах та перикарчĕсем çук.
кăпшанкăсемсемпе сыпӑллӑ ураллисен чĕрисене юн куçаракан органĕсем теççĕ. Çурăм шăммиллисен чĕри — пушмаксăр. Молюскăсен, членистоногисен тата кăпшанкăсен чĕрисен шучĕ темиçе те пулма пултарать.
Хуртсен чĕре палăртăвне кăтартмаççĕ.
Сĕтĕçекен чĕрчунсен, кайăксен чĕри
тӳрлетСĕтĕçекен чĕрчунсен, кайăксен чĕри тăватă пӳлмĕллĕ (камерăллă). Юн юхăмĕн енĕпе чĕрене çапла палăртаççĕ: сылтăм чĕре умĕ,сылтăм чĕре хырăмĕ, сулахай чĕре умĕпе сулахай чĕре хырамĕ. Чĕре умĕсемпе чĕре хырăмĕсем хушшинче фибрă-мышцăллă клапансем — сылтăмра — трикуспидаллă, сулахайра — митраллă пулаççĕ.
Чĕре хырăмĕсенчен тыхнă çĕртре çыхăнтаракан тĕртлĕ клапансем (ӳпке клапанĕ — сылтăм енче, аортă клапанĕ — сулахай енче) вырнаçнă.
Чĕрен çӳлти тымарĕсем витĕр юн сылтăм чĕреумне юхса кĕрет, хыççăн сылтăм чĕре хырăмне куçать, кайран пĕчĕк юн ункă çаврăнăшăвĕпе ӳпкесем витĕр вĕсене йӳçлĕк парса хăварса, сулахай чĕреумне çитет, сулахай чĕре хырăмне кĕрет, органисăмăн тĕп артерине - аортăна çитет.
Вуламалли
тӳрлетÇавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу биологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |