Пасарлă Сызган районĕ

Сызган Пасар районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн пайĕ, Чĕмпĕр облаçĕн анăçĕнче вырнаçнă.

Район центрĕ — р. п. Пасар Сызганĕ.

Пуçлăхĕ — Ширманов Владимир Иванович

Тавралăхĕ

тӳрлет

Пенза облаçĕпе тата юнашар Чĕмпĕр облаçĕн районĕсемпе: Инза, Вешкайма, Барыш районĕсемпе чикĕ тытать.

Çутçанталăк

тӳрлет

Çĕр çийĕ хăйăрлă. Рельефĕнче ытларах юханшывлă çӳллĕ платосем. Çул хушшинчи вăтам температура +3,4 град., нӳрĕк ӳкĕмĕ 450—500 мм. Тĕксĕм-сăрă варман таприллĕ çĕрсем.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Район 1935—1956 çç. пулнă. Каллех 1989 ç. туса хунă. 1956 çултанпа Инза районне кĕнĕ. Пĕтĕм çĕр лаптăкĕ 825,2 тв. çм.

Чылай ялĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче никĕсленнĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

6 ял тăрăхĕ, 33 ял; 1 хула евĕр посёлок. Пасар Сызган районне 1 хула (Пасар Сызган) тата 4 ял тăрăхĕ (Должниково, Лапшаур, Папуçи, Сосновоборское).

2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 10,9 пин çын пурăннă. Хулара — 53 % (6,3 пин çын), ялсенче — 47 % (5,6 пин çын). Халăх йышлăхĕ — 14,4 çын/çм².

Наци йышĕ: вырăссем — 89 %, мордвасем — 7 %, тутарсем — 22 %, чăвашсем — 2,5 %. 34 пурăну вырăнĕнчен 30-ĕнче ытларах халăхĕ — вырăссем.

Районта 20 этеплĕх керменĕ, 15 вулавăш, ача-пăча ӳнер шкулĕ ĕçлет. Эрнере пĕрре «Новое время» район хаçачĕ пичетленет.

Районта 17 шкул, райпульници, этеплĕх çурчĕсем, çыхăну уйрăмĕ пур.

Экономика

тӳрлет

Малтан район территори тăрăх Пенза почтă тракчĕ иртнĕ. Халĕ район çĕрĕ урлă чукун çулĕ тата Инза—Барыш автомобиль çулĕ пырать.

Ял хуçалăхĕ

тӳрлет

Ял хуçалăхĕнче сĕт-çу аш-какай выльăх-чĕрлĕхне, сысна ĕрчетеççĕ, тыра-пулă тата выльăх çимĕç культурине ӳстереççĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Сызган Пасар районĕ


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.