Чĕлĕм тытнă арçын ача
Чĕлĕм тытнă арçын ача (фр. Garçon à la pipe) — франц ÿнерçи Пабло Пикассо 24 çулта Монмартрти Бато-Лавуарта 1905 çулта, кĕрен тапхăр тенĕ пултарулăх вăхăтĕнче ăсталанă сăрă ÿнер хайлавĕ. Вăл пуçне кĕлчечек кăшăлĕпе илемлетнĕ, сулахай аллинче чĕлĕм тытнă паллă мар арçын ачана сăнарланă.
|
Пабло Пикассо |
Чĕлĕм тытнă арçын ача, 1905 |
фр. Garçon à la pipe |
Пир, Çуллă сăрă.. 100 см×81,3 см |
харпăр çын пуххи, {{{вырнаçтарнă}}} |
Сăнар нумай çул американ пухавçи Дж. Уитни патĕнче упраннă. 2004 çулта пухнă ĕçсене сутнă чух «Чĕлĕм тытнă арçын ача» ĕçе «Сотбис» аукционĕнче вăл вăхăтри чи çÿллĕ хакпа — 104 млн долларпа сутнă, Ван Гог хайланă «Гаше тухтăрăн сăнарĕ» 15 çула пынă рекордне çĕнтерсе. Ку рекорчĕ вара 6 çула, 2010 çулхи çу уйăхĕччен пынă.