Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хурчка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хурчка
Чăн хурчка
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Accipiter

Чăн хурчка (лат. Accipiter) — Хурчка йышшисем (Accipitridae) ямахатри çăткăн вĕçенкайăксен речĕ (кăкĕ).

Чăн хурчкасенчен пĕри — пĕчĕк хурчка, е çерçи хурчки.


Çерçи хурчкикăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк.

Вăрманта пурăнать. Хĕлле ял-хула çывăхнелле куçать.

Çăмартисем (4-5) шурă, хăмăр пăнчăсемлĕ.

Çерçи хурчкисен тĕп апачĕ - тĕрлĕрен пĕчĕк вĕçен кайăксем: салакайăк, пимпа, тăри, шĕпшĕл, кăсăя. Тытас кайăка уçланкăра е çул хĕрринче пытанса ларса сыхлаççĕ. Хăвăрт тапăнса чĕрнисемпе ярса илеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ял-хула çывăхĕнче кăвакарчăнсене, чанасене тапăнать, килти чăхсене те тытма пултарать. Ытти кăйкăрсемпе танлаштарсан, ярăнса вĕçсе çӳремест.

Хĕл каçма кăнтăралла каймасть.

Пирĕн республикăра пур çĕрте те пур, анчах йышлă мар.