Чăваш чĕлхин орфографи историйĕ
Чăвашсен хальхи çырулăхĕ хăй пуçламăшĕнче тĕплĕ йĕркевсем пулман, анчах та И.Я.Яковлев букварĕнчи «Предуведомлени» хăшпĕр чи кирлĕ самантсене палăртнă.
Улшăнусем кĕртнĕ тапхăрсем
тӳрлетКайран çак вăхăтсенче улшăнусем кĕртнĕ: 1) 1919 ç., 2)1923 ç., 3)1926 ç., 4)1933 ç., 5)1938 ç., 6)1949-51 çç., 7)1961 ç., 8)1967 ç., 9)1992—94 çç.
Тĕп улшăнусем
тӳрлетÇĕнĕлĕхсем орфографин кашни пайне пыра-пыра тивнĕ. Сăмахăн сасă тытăмне палăртасси И.Я.Яковлев вăхăтĕнчех фонема принципне пăхăнса йĕркеленнĕ, вырăс сăмахĕсене кăна цитата принципĕпе çырнă. Октябрь революцийĕ хыççăн пирĕн çыру пĕр системăлăха куçасси еннелле ăнăлать. Ăна йĕркеленĕ чухне вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕрекен сăмахсене чăваш сăмахĕсен орфографине пăхăнтарнă. Акă бригадир, журнал, музей йышши сăмахсене п, к, т, ш, с, ç саспаллисемпе усă курса (прикатир, шурнал, муçей) çырнă. Опыт, лампа, атака, катет йышши сăмахсене çырна чух икĕ хупă саспаллипе тата ă, ĕ, уçă саспаллисемпе усă курнă: оппăт, ламппă, аттаккă, каттĕт.
Хупă сасăсене палăртасси 1933 çулта вырăс орфографине кура йĕркеленнĕ пулин те ă, ĕ саспаллисене вырăс сăмахĕсенче 1938 çулчченех çырнă: бригадир, журнал, музей, опăт, лампă, атакă, катĕт. Çак çулта пирĕн орфографире икĕ системăлăх татăклăн çирĕпленет. Вăл паян кун пĕр е икĕ хупă саспалли çырнă чухне те, хупă сасăсен çемçелĕхне палăртнă чухне те, й сасăпа ун хыçĕнчи уçă сасă пĕрлешĕвне палăртнă чухне те т. ыт. те сисĕнет: кăркка — каркас, курка — курган, кĕсмен — спортсмен, эсрел — акварель, епле — йĕплĕ, каяр — кайăр т. ыт. те. 1961 çулта çыру урлă йышăннă вырăс сăмахĕн улшăнман пайне ялан пĕр пек çырас принципа тĕпе хунă (партă — партăн, партăна; княç — княçăн, княçа), анчах ăна 1967 çулта пăрахăçланă та хальччен те тавăрман.
Ытти улшăнусем
тӳрлетĂнлавсене пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырас ыйту чăваш орфографи историйĕче чи йывăррисенчен , чи тавлашуллисенчен пĕри пулнă: хăшĕсем пĕрле çырассине хӳтĕленĕ, теприсем — уйрăм çырассине. Мĕншĕн тесен сăмах майлашăвĕн пайĕсем пирĕн чĕлхере, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, питĕ тачă çыхăнура тăраççĕ тесе шутланă хăшпĕр çынсем (Ят сăмах майлашăвĕ пăхăр). Пĕрле çырассине мала хуракан теори вырăс чĕлхи витĕмĕпе XX ĕмĕрĕн 1920-мĕш çулсенче тĕвĕленнĕ имĕш. 1961 тата 1992—1994 çулсенче орфографи правилисемсĕр пуçне ыттисене пурне те çакăн пек шухăшларăшсем çине таянса тунă пуль тенĕ хăшĕсем. 1967 çулхи орфографи çырăва 1961 çулчченхи лару-тăрăва тавăрнă.
Чи юлашки улшăнусем
тӳрлет1992—1994 çулсенче орфографи пĕрле е уйрăм çырас текенсен тавлашăвне каллех çиеле каларса тăратнă. Хальхи орфографи тăрăх, пĕлтерĕшĕ тӳрĕ е куçăмлă пулнине пăхмасăр сăмах майлашăвне, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла. Çав вăхăтрах правилăра сăмах майлашăвне сăмах пек ăнланакансен интересĕсене те шута илнĕ. Çавăнпа та хальччен пĕрле çырнă сăмах майлашăвĕсене малашне те çаплах çырма юрать.
Сăмахсене пысăк саспаллинчен пуçласа çырасси, сăмах пайĕсене пĕр йĕркерен теприне куçарасси, сăмахсене кĕскетесси тата кĕскетсе çырасси чăваш орфографийĕнче пысăк тавлашу çуратман, çĕнĕ правилăсене çырăвăн кулленхи практикине шута илсе кĕртсе пынă.
Чăваш орфографийĕ тĕлĕшпе пыракан тавлашусем
тӳрлетТĕп статья: Чăваш çырулăхĕ тĕлĕшпе пыракан тавлашусем.
Литература
тӳрлет- Горский С. Орфографири улшăнусене епле ăнланмалла. // Тăван Атăл, 1970, 3 (144)№, С.66-67.
- Андреев И. А. Орфография чувашского языка // Орфография тюркских литературных языков СССР. М., 1973;
- Андреев И. А. Чувашская орфография: проблемы и решения // Известия НАНИ ЧР. 1996. № 2;
- Петров Н.П. Чувашский язык в советскую эпоху: раз-витие социальных функций и литера-турных норм. Ч., 1980.
- Элли Илле. "Çĕнĕ" орфографипе пунктуацие ырлама хĕн. — "Аван-и" хаçат, 1993, апрель, 4(80) №.