Чăваш çырулăхĕ тĕлĕшпе пыракан тавлашусем
Чăваш çырулăхĕ тĕлĕшпе пыракан тавлашусем, — XVIII, XIX, XX, XXI ĕмĕрсенче пулса иртнĕ, вĕсем паянхи кун та тăсăлаççĕ. Сăлтавĕсем те, тавлаштаракан ыйтавĕсем те тĕрлĕрен.
И.Я.Яковлев тата Н.И.Золотницкий тавлашăвĕ
тӳрлет1860-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ çине куçас процесс пуçланса каять. 1866-мĕш çулта Н.И.Золотницкий Хусанта чăваш календарьне («Сöлдалык кнеге») кăларать. Ку кăларăма, паллах, И.Я.Яковлев та асăрхать, "Симбирские губернские новости" хаçатра (1867, апрель, 13) рецензи пичетлесе кăларать. Рецензент Золотницкий ĕçне ырлать, çав вăхăтрах чăваш çырулăхĕ валли урăх алфавит кирлине палăртать[1]. Тепĕр çултан Н.И.Золтницкий "Чуваш кнеге" ятпа чăваш букварĕ те кăларнă пулнă[2]. Вăл сĕнекен алфавитпа тата йĕркесемпе ытти çынсем те пайтах усă курнă пулин те, асăннă вариант çапах та çирĕпленеймест, И.Я.Яковлев тата унăн ушкăнĕ сĕннĕ çырулăх мала тухса тăрать.
Калас пулать, ку тавлашăва, паллах, урăх çынсем те хутшăннă[3].
Вăл е ку саспаллие алфавита кĕртес е кĕртес мар?
тӳрлетПаллă ĕнтĕ И.Я.Яковлев алфавичĕн малтанхи тата кайранхи вариантсем пулнă. Вĕсен уйрăмлăхĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем — Ъъ тата Ьь графемăсем вырăнне "çĕлĕклĕ" Ăă тата Ĕĕ паллăсемпе усă курма йышăнни.
Ку улшăнусене И.Я. никампа канашламасăр-тавлашмасăр хăй тĕллĕн тунă пулмалла. Е, тавлашусем пулнă пулсан та, вĕсем çиеле тухман. Анчах та кунта пĕр кăсăклă самант пур. Чылай чăваш, Ъъ тата Ьь паллăсене пăрахăçлама йышăннă пулин те, асăннă саспаллисемпе кулленхи пурнăçра усă курма пăрахман. Калăпăр, Т.М.Матвеев чĕлхеçĕ, 1920-мĕш çулсенче те çакăн пек йĕркесемшĕн кĕрешме пăрахман[4].
Ъъ тата Ьь паллăсене уйăру тĕлĕшпе усă курни
тӳрлетЪъ тата Ьь паллăсене иккĕшне те уйăру тĕлĕшпе пĕр пекех анлăн усă курнă пулнă. Анчах та И. А. Андреев тата ытти хăшпĕрисем те çине тăнипе ку тĕлĕшпе Ъъ паллăн пĕлтерĕшне самаях чакарнă. Ĕнтĕ хале унпа вырăс чĕлхинчен е унăн урлă кĕнĕ сăмахсене çырнă чухне çеç усă кураççĕ. Сăмахран, унччен мăръе, Таръе, кĕсъе, Станъял пулнă пулсан, халĕ вĕсенче пуринче те хытăлăх паллисене çемçелĕх паллисемпе улăштармалла тунă.
Ку тĕлĕшпе апостроф текен паллăпа епле усă курассине палăртман.
Ăнлавсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырас тĕлĕшпе пыракан тавлашусем
тӳрлетКу тĕлĕшпе уйрăмах Н. Адёр çырнă çыру кăсăклă. Акă вăл[5]:
Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ
Ҫук ыйту кун йӗркинче пулман, ӑна пӑхса тухма та хатӗрленмен. Стенографие тишкерсен сасӑласа йышӑнма сӗнекен А.П. Хусанкай ҫӗнӗ правилӑсемпе, унӑн тӗллевӗсемпе те пулин пухӑннисене паллаштарман, ӑна тума майӗ те пулман: темиҫе депутат чӑвашла калаҫма пӗлмен. Чӑвашла пӗлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтӑвӗ ҫине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ӑнлантарайман. Аслӑ Совечӗн Председателӗ Э. Кубарев та иккӗленсе ыйтнӑ: «Наше право это?» Атнер Хусанкай суйкаланипе ӗҫлесе ывӑннӑ Президиум членӗсем ним ӑнланмасӑрах ҫав кун Постановление йышӑнаҫҫӗ. Пирӗн сӑмах: 1. Президиум членӗсем тӑратнӑ ыйтӑва тишкермесӗр процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановлени ҫакна пула саккунсӑр. 2. Ҫитменнине Аслӑ Совечӗн Президиумӗ асӑннӑ правилӑсене йышӑнни саккунпа пурнӑҫланма вӑя кӗреймест — унӑн ун пек полномочи ҫук. 3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисемпе усӑ курма хушаймасть - унӑн ун пек полномочи ҫук. Вӑл сӗнӳ йышӑнма пултарӗ, анчах сӗнӗве йышӑнса ҫӗнетнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ку ҫителӗксӗр. 4. Ҫӗнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗн, Министрсен Кабинечӗн Хушу кӑлармалла. Ҫакӑн пек Хушу халлӗхе ҫук. Ҫавӑнпа та асӑннӑ «Ҫӗнетнӗ правилӑсемпе» пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма юрамасть. Ҫаксене шута илсе Ваттисен Канашӗн Халӑх хуралӗ ҫапла сӑмах сарать: 1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, унӑн Президиумӗ те процедурӑсене пӑсса йышӑннӑ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисене» тата ҫак правилӑсенче чӑваш чӗлхине пӗтерес тӗллевсем хуҫаланнине кура, халӑх унпа килӗшменнине шута илсе асӑннӑ постановленисене пӑрахӑҫлас. 2. Чӑваш ҫырулӑхӗнче 1938 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисемпе усӑ курас. 3. Паян куна капланса ҫитнӗ пурнӑҫ хистевӗсене шута илсе чӑваш орфографине ҫӗнетме ӗҫ тӑвакан комисси йӗркелеме чӑваш писателӗсен Союзне сӗнес. 4. Патшалӑх Канашне 27 ҫул каялла процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановление пӑрахӑҫлама сӗнес. 5. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн, чӑвашӑн, тӑван халӑхӑн пӑснӑ ҫырулӑхне тӳрлетсе ҫӗнетесси ҫак вӑхӑтра чи кирлӗ ӗҫ пулмаллине аса илтерес.
Ваттисен Канашӗн — «Халӑх хуралӗн» председателӗ Николай Адёр Декабрӗн 4, 2021 ҫ. |
С. П. Горский тата И. А. Андреев тавлашăвĕсем
тӳрлетĂнлавсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырас тĕлĕшпе пыракан тавлашусенче С. П. Горский тата И. А. Андреев прохвиссăрсем пысăк вырăн йышăннă[6].
Пунктуацире мĕн тавлаштарнă тата тавлаштарать?
тӳрлетХальхи чăваш пунктуацийĕн аллăмĕш парграфĕ
тӳрлетÇак кăсăклă параграф ак çапла вулланать:
50§. Вулаканшăн вăрăм предложенин шухăшне ăнланма тата ăна вулама çăмăллатас тĕллевпе предложенин пĕлтерĕшле сыпăкĕсем (у.к. пуплев такчĕсем) хушшине запятой лартма юрать <...>
Малалла тĕслĕхсем илсе кăтартнă. "Предложени" тени пуплерĕше, "запятой" тени xÿреллĕ пăнча пĕлтереççĕ. Параграфăн "асăрхаттранийĕ" пур:
Асăрхаттарни. Анчах та çак тĕллевпе подлежащипе сказуемăй ушкăнĕсене уйăрмаççĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Чӑваш орфографийӗн иртни, хальхи, пуласси : регионсен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗн материалӗсем (ЧОИХПРĂĔКМ), [Шупашкар, 2015 ҫ., мартӑн 12-мӗшӗ]. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2015. – 202 (204?) с. : табл.
- Горский С. Орфографири улшăнусене епле ăнланмалла. // Тăван Атăл, 1970, 3 (144)№, С.66-67.
- Элли Илле. Татакаласа петерес марччĕ. // Ялав журнал , 1988, раштав, 12№. — С.1
- Элли Илле. Есть веские аргументы для моратория. // Советская Чувашия, 1993, июль, 28.
- Элли Илле. <Редакцие янă çыру>. // "Ялав" журнал, 1993, октябрь, 10(770)№.
- Андреев И.А. Чăваш пунктуацийĕ: иртни, хальхи, пуласси. Ш , 1990;
- Андреев И.А. Çыру чĕлхи тата орфографи. // Халăх шкулĕ — Народная школа, 2011, №1, С. 25-26.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Яковлев И.Я. Воспоминания. Чебоксары, 1982. — 240 С.
- ^ Н .И. Золотницкий "Чуваш кнеге"
- ^ Золотницкий Н.И. По поводу статьи о "Чуваш кнеге" [Магнитского] / [Н. Золотницкий]. - Казань : Унив. тип., 1867. - 15 с.; 16 см.
- ^ И.А. Андреев Достойный памяти народной (о видном чувашском языковеде Т.М. Матвееве) // Халăх шкулĕ — Народная школа, 2011, №2, С.33-34.
- ^ Николай Адёр: «Юлан ут» юланута ҫитеймест! — Чăваш халăх сайчĕ.
- ^ Горский. Кăтартнă çăлкуç, 1970.
Каçăсем
тӳрлет- Agabazar: Орфографи: ҫын факторӗ
- Agabazar: Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...
- Agabazar: Идиотизм — пирӗн чи пысӑк тӑшман!
- Agabazar: Якур Йӑванӗн Миккулӗ
- Agabazar: Станьял хӑта кӑмӑлне
- Agabazar: Мӗн вӑл гиперкоррекци?
- Agabazar: Орфографи задачисем: шутласа кăтартни (малалли)
- Agabazar: Орфографи задачисем: вӗсене шутласа кӑтартни
- Agabazar: Ялав кам аллинче?
- Agabazar: Вырăс хыççăн сикекенсем-и?
- Agabazar: Теори пăтти пĕçерекенсем
- Agabazar: Каллех 75-мĕш параграф пирки
- Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук
- Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру
- Agabazar: Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн...
- Agabazar: Agabazar: Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн!
- Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки
- Agabazar: Параграф ячӗпе — палӑк
- Agabazar: ТӖРӖС ҫырмалли йӗркевсене... ТӖРӖС ӑнлантармалла
- Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?