Чăваш тĕнĕ
Чăваш тĕнĕ, — христианлăхчченхи традицилле тĕн. Турă тĕнчипе хăтлă пурăнмалли йăла-йĕрке. Вăл ĕмĕрсем иртнĕ май, тата тĕрлĕ халăхсем хушшинче пурăннă чух хăйне евĕрлĕ аталаннă çĕр ĕçĕпе çыхăннă вĕрентӳ. Унта Пĕртен пĕр Турă тĕп вырăн йышăнса тăрать, нетĕрсем унăн тĕрлĕ палăрăмĕсем çеç. Каярах чăвашсен харпăр-хăй патшалăхĕ салансан, чăваш тĕнĕ кая юлнă. Халĕ вăл халăх инемĕ шайĕнче юлса пурăнать. Вăхăт шунă майăн христианлăх вăй илнĕ пулин те асăннă тĕн пурнăçран тĕппипех çухалнă теме çук.