«Чăваш пики»Чăваш Енре хĕрсем хушшинче ирттерекен ăмăрту. Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе тата Культура Министерстви пулăшнипе иртет.

Тĕллевĕсем

тӳрлет

«Чăваш пики» ăмăртăва 2006 çулта пуçарса янă. Ун тĕллевĕсем:

  • чăваш наци культурине аталантарасси,
  • чăваш наци тумĕсемпе, юрри-ташшисемпе,
  • йăли-йĕркисемпе паллаштарасси,
  • нацисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси,
  • çамрăксене наципе культура мероприятийĕсене явăçтарасси.

Хутшăнакансем

тӳрлет

Конкурса кашни çулах Республикăри тĕрлĕ районсенчен 16 çултан пуçласа 22 çулчченхи хĕрсем хутшăнаççĕ.

Номинацисем

тӳрлет
  • Чăваш пики
  • Ăс пике
  • Çепĕç пике
  • Хӳхĕм пике
  • Куракансем кăмăлланă пике