Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли
Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли (выр. Чувашская государственная академическая симфоническая капелла) — Чăваш Республикин, 1967 çулта йĕркеленĕ академи мусăк ушкăнĕ[1].
Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Жанр | Вокал мусăкĕ |
Çулсем | авăн, 1967 çул |
Патшалăх | |
Хула | Шупашкар |
http://www.kapella.culture21.ru/ |
Вырнаçавĕ: 9 çурт, Президент бульварĕ, Шупашкар хули.
Телефонсем: (8352) 62-11-47, 62-04-90, 62-10-64
Кун-çулĕ
тӳрлетЧăваш АССР телекуравпа радиокалаçу комитечĕн хорне 1967 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хулинче йĕркеленĕ. Хăйĕн пĕрремĕш концертне коллектив çав çулах, чӳкĕн 7-мĕшĕнче кăтартнă. Хора йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш дирижерĕ Чăваш АССР халăх артисчĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Г.Орлов-Шуçăм композитор пулнă. Хора чăваш нацин профессиллĕ мусăкĕпе паллаштарма туса хунă.
Аристарх Гаврилович пуçарса янă йăласене 1974 çулта Чăваш педагогика институчĕн доценчĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацин пайташĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.Г.Федоров малалла тăсать. Пётр Григорьевич ĕçленĕ вăхăтра хор Мускав, Минск, Ĕпхӳ, Ижевск, Хусан, Чулхула тата СССР урăх хулисенче чăвашсен хор ӳнерне кăтартнă.
1986 çулта хора Морис Яклашкин ертӳç йышăнать. 1988 çулта «Советская музыка» журнал çапла асăннă:
«Вы располагаете в настоящее время едва ли не лучшим коллективом такого рода в Поволжье и, может быть, в РСФСР, возглавляемым истинным подвижником М.Н.Яклашкиным».
Капелла репертуарĕ
тӳрлетКапелла репертуарĕнче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Григорий Хирбю, Филипп Лукин, Федор Васильев, Тимофей Фандеев чăваш композиторĕсен классика ĕçĕсем[2].
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Капелла сайчĕ 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карл Орфăн "Кармина Бурана" кантата оперин премьери YouTube çинче
- Яклашкинпа Кобзон — пĕр сцена çинче