Чăваш мусăкĕ

(Чăваш мусăкки ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш мусăкĕ — чăваш культурин авалхи ĕмĕрсенчи фольклорĕ, XX ĕмерти классика пуянлăхне туптанă композиторсен, ытти мусăкçăсен пултарулăхĕ, хальхи юрăсемпе театрсенчи ĕçсен пĕрлехи мусăк пурлăхĕ.

Халăх мусăкĕ

тӳрлет

Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче юрăсене пĕрремĕш çуррине пĕр кварта тата квинта аялла е çӳлелле куçарса шăрантараççĕ. Метроритмикăра улшăнуллă виçепе усă кураççĕ. Уйрăм сыпăксене юрлани сайра, çаплах мелизмсене те ытлах усă курмаççĕ.

Классика мусăкĕ, опера тата балет

тӳрлет

Чăваш вокал мусăкĕнче (юрă, хор, çĕнетни) P. M. Лукин, Г. Я. Хирбю, Г. С. Лебедев, А. Г. Орлов-Шуçăм, А. Н. Тогаев композиторсем нумай вăй хурса ĕçленĕ. Вокал-симфони жанрĕнче "Самана" оратори ("Октябрь эпохи", 1965), "Ленин на Волге" (1970), "Тăван халăха" кантата (1960), Ф. С. Васильевăн "Фронтри эскизсем" сюити (1975), "Ленин" (1951), "Сказ о Чувашии" (1976) ораторисем, А. В. Асламасăн вок.-симф. поэми "Памяти поэта" (1956), Г. Я. Хирбюн "Патриотла оратори" (1970, Çеçпĕл Мишши сăвви), B. А. Ходяшевăн "Мухтав юрри" (1950), А. А. Петровăн "Чăваш Ен юрри" (1971), Т. И. Фандеевăн "Иван Яковлев" (1968) кантатисем, М. А. Алексеевăн "Породнение" (1976) поэми.

Симфони мусăкне хайлакансем: А. М. Токарев (çав шутра 4 симфонии - 1967, 1970, 1974, 1980), Фандеев (çав шутра симфони, 1954), М. А. Алексеев (4 симфони - 1961, 1964, 1971, 1977; "Чăваш каприччио", 1962), Ф. С. Васильев ("Военная симфония", 1975; симфониетта, 1953; поэма "Айдар", 1970), А. А. Петров (симфони, 1962), Асламаса ("Космос симфонийĕ", 1975), Хирбю, Ходяшев, А. Г. Васильев. Çавсемех инструмент концерчĕсем тата камера инструменчĕсем валли ӳнер ĕçĕсене хатĕрленĕ.

Чăваш мусăкне шăрантаракансем: юрăçсем - И. В. Васильев, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ А. И. Токсина, А. Г. Казакова, РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш АССР халăх артисчĕ Т. И. Чумакова, М. И. Денисов; хор дирижёрĕсем Ф. П. Павлов, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ В. П. Воробьёв, РСФСР халăх артисчĕ Ф. М. Лукин, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Г. С. Лебедев, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ А. Г. Орлов-Шуçăм.

Чăваш Енре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ (1959), филармони (1936), Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ (1924), Чăваш патшалăх радиопа телекурав хорĕ (1943), Чăваш Республикин КП (1940), Чăваш АССР хор пĕрлĕхĕ (1963), Халăх пултарулăхĕн çурчĕ (1936), мусăк вĕрентевĕшĕ (1929, Шупашкар), Чăваш педуниверситечĕн мусăкпа педагогика факультечĕ (1964), 40 мусăк шкулĕ ĕçлет.

Чăваш поп-мусăкĕ

тӳрлет


Чăваш рокĕ

тӳрлет
Тĕп статья: Чăваш рок-мусăкĕ

Вуламалли

тӳрлет
  • Михайлов С. М., О музыке чуваш, "Казанские губернские ведомости", 1852, No 31, Хусан;
  • Павлов Ф. П., Чуваши и их песенное и музыкальное творчество, Шупашкар, 1926;
  • Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашской АССР, в кн.: Музыкальная культура автономных республик РСФСР, Мускав, 1957;
  • Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашии, вып. 1, Шупашкар, 1961;
  • Илюхин Ю. A., Композиторы Советской Чувашии, Шупашкар, 1978;
  • Илюхин Ю. A., Роль деятелей музыки русского и других народов в развитии чувашской музыкальной культуры, в сб.: В великом содружестве советских народов, Шупашкар, 1974;
  • Ржанов В., Поёт чувашский народ. (Сб.) (сост. Шупашкар, 1962;
  • Марков Б. С., Рождение музыкального театра Чувашии, Шупашкар, 1965;
  • Жирнов Л. В., Хоровая культура Чувашии, Шупашкар, 1965;
  • История музыки народов СССР, т. 1-5, М., 1970-74;
  • Эррэ Т. A., Чувашская опера, Шупашкар, 1979.
  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхи, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», ЧКИ, Шупашкар, 2014.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет