Тарай
Тарай | |
Жанрсем | рок |
---|---|
Патшалăх | Эстони |
Йĕркеленнĕ вырăн | Таллин |
Лейблсем | 100 Gramm Records |
Йыш | Айтаров (вокал, соло-гитара), Эйнар Муони (бас-гитара), Сергей Чекулаев (аккордион), Дан Ротарь (параппансем) |
Медиафайлы на Викиампар |
Тарай — Таллинри (Эстони) чăваш рок мусăк ушкăнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетУшкăна 2011-мĕш çулта, Таллинта Александр Айтаров, Эстонире çуралса ӳснĕ чăваш тата унăн юлташĕсем никĕсленĕ. Ушкăнра тăвăтă çын: Айтаров (сасă, гитара), Эйнар Муони (бас), Сергей Чекулаев (аккордеон), Дан Ротарь (параппан). Пурте Таллинра пурăнаççĕ.
Пултарулăхĕ
тӳрлетТарай юрри-кĕввине хальхи ташă таппипе мăшăрсăр виçесем, джаз аккорчĕceм тата чăваш халăх çемми хăйне майлă витĕм кӳреççĕ. Пĕр енчен, хайлавсем Европăн юрă-кĕвĕ культурине çывăх. Тепĕр енчен, вĕсенче чăваш ĕнеревĕ те пур. Унсăр пуçне, Айтаров чăваш çыравçисем çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕлет[1]. Сăмах май, Айтаровпа Муони тата Чекулаев, Таллинри Палан 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. чăваш фольклор ушкăнĕнчe тăрăшаççĕ. Вылявçăсем каланă тăрăх, вĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕнĕ стиль тăвасси. Тарай пиллĕк демо юрă çыртарнă[2].
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Европа юрă-кĕвви, чăвашла 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Таллинти «Тарай» чӑвашла юрӑ хыҫҫӑн юрӑ ҫырать