Чăваш Республикин Президенчĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ — пысăк вырăнти çын тата ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕ. Вăл Чăваш Республикин патшалăх влаçне Патшалăх Канашĕпе, Министрсен кабинечĕпе, сучĕсемпе пĕрле ертсе пырать. Чăваш Республикин Конституцийĕн шантарăвĕ пулса тăрать.

Пĕтĕм Чăваш Республикин çĕр-шывĕ валли хушу тата хутай парса тăрать.

Раççей Федерацин гражданинĕ Чăваш Республикин Президент тивĕç ĕç вырăнне пиллĕк çуллăха йышăнма пултарать.

Кунçул тӳрлет

1993-мĕш çулта Чăваш Республикин Президент тивĕç ĕç вырăнне туса хунă.

1994 çулта раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин Президент тивĕç ĕç вырăнне Николай Васильевич Фёдорова республикăра пурăнакан халăх ирĕкĕпе суйланă.

1997 çулта ăна иккĕмĕш хут Президента суйланă.

2001 çулта - Н.В.Фёдорова виççĕмĕш хут Президент пулма суйланă.

2005 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче ăна Президент тивĕç ĕçе сĕннĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çакăнпа килĕшнĕ, Н.В.Фёдорова Чăваш Республикин Президенчĕ пулма сесси ларăвĕнче сасăласа çирĕплетнĕ.

2010 çулхи утă уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх канашĕ РФ Президенчĕ сĕннипе Михаил Игнатьева ЧР президенчĕ пулма çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕсен ят-йышĕ тӳрлет

Президент Президент ĕç вырăн тапхăрĕ Политика партийĕ
1 Николай Васильевич Фёдоров   1994, раштав 2010, утă Пĕрлĕ Раççей
2 Михаил Васильевич Игнатьев   2010, утă 2012[1] Пĕрлĕ Раççей

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Чăваш республикин президенчĕ ята Конституцире пăрахăçланипе пулма пăрахнă, малалла Чăваш республикин пуçлăхĕ (2020-мĕш çулччен) пулса тăнă