Цыганков Геннадий Дмитриевич
Цыганков Геннадий Дмитриевич, — тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, совет хоккеисчĕ тата тренер. 1947 çулхи çурла уйăхĕн 16 çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 16 Санкт-Петербургра вилнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1962-1969, 1980 çулсенче Хабаровскри СКА ушкăнĕнче вылянă. 1969-1979 çулсенче Мускаври ЦСКА ушкăнĕнче вылянă.
Хоккейла выляма пăрахсан Геннадий Цыганков тренер ĕçĕ çине куçнă. Нумай вăхăт Хабаровскри «Амур» ушкăнĕн тренерĕ пулса ĕçленĕ.
Çитĕнĕвĕсем
тӳрлет1972, 1976 çулсенче олимп вăййисен чемпионĕ пулнă. 6 хут (1971-1973, 1975, 1978, 1979) тĕнче чемпионĕ ятне, 5 хут (1973-1975, 1978, 1979) Европăн чемпионĕ ятне, 8 хут (1970-1973, 1975, 1977-1979) СССР чемпионĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
1979 çулхи Чĕнсе кăларнин кубокне çĕнтерсе илнĕ.