Шаблон:Taxon

Хыркук

Хыркук - кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк. Уйрăм йывăçсемлĕ уçă вырăнсене юратать. Çăмартисем (5-6) шурă. Йăвине йывăç хăвăлĕнче тăвать. Хăвăл тупаймасан çĕрĕк тункатана чавса та йăва çавăрма пултарать. Апачĕ - нăрăсем, шăрчăксем, лĕпĕшсем, шăна-пăван, саранчасем. Уйрăмах упа нăррисене тытса пысăк усă кӳрет. Вăрăм сăмсипе упа нăррине ярса илет те урисене татса пăрахать, унтан е çисе ярать, е чĕпписене тăрантарма илсе каять. Çуркунне ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Чăвашра вĕсем питĕ сахал, кăнтăр енчи районсенче кăна тĕл пулаççĕ. Ăна курма питĕ йывăр, йывăç çинче лараканскер, вăл çын килнине аякранах курать те вĕçсе çухалать.

Хыркук хурт-кăпшанкăн куколкипе


Гамбин 50 даласи хакĕллĕ хут укçи

Ӳкерчĕксем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет