Хушнă тайăлни
(Хушу наклоненийĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Хушнă тайăлни глаголсем ĕçе тума хушнине, хистенине, чĕннине тата канаш панине пĕлтереççĕ. Хушнă тайăлнин пĕреллĕ хисепри 2-мĕш сăпат форми глагол тĕпĕ шутланать. Словарьсенчи глаголсене шăпах çак формăра çыраççĕ. 1-мĕш сăпатри форма (пĕр.х.) аффиксĕ -ам (-ем), 3-мĕш сăпатри форма (пĕр.х.) аффиксĕ -тăр (-тĕр). Хушнă наклоненийĕн хирĕçлев форми мар, ан татăксемпе пулать. Хушнă тайăлнин нумайлă хисепри пĕлтерĕшне 1-мĕш сăпатра -ар(-ер), 2-мĕш сăпатра -ăр (-ĕр), 3-мĕш сăпатра -чăр (-чĕр) тата -ччăр(-ччĕр) аффикссем палăртаççĕ.