Кунти информацие Полици академийĕ (телесериал) çине куçарăр, тхшн. Viktor2014 (обсуждение) 19:40, 17 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)

Шаблон лайăх ĕçлемест, çавăнпа фото курăнмасть. Viktor2014 (обсуждение) 21:25, 17 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)

«Список», «состав», «интереслă» сăмахсем пирки

тӳрлет

"Кăсăк" сăмаха, тата "ят-йыш" сăмаха хальхи вăхăтра çынсем ăнланма пăрахрĕç. Пур çĕртре те- хаçатсенче, журналсенче яланах "интереслĕ" тата "список" тесе çыраççĕ. Вĕсем пурте сăмахсарта пур. Статьисене кам валли çыратпăр? Хамăр валли е ыттисем те вулаччăр тесе? Хамăршăн çырсан, варра ыттисем ăнланмĕç те ĕлĕк-авалхи, çĕр çул каялла усă курнă сăмахсемпе çырсан. Çавăнпа официаллă документсенче, МИХсенче çырнă пек çырма тăрăшмалла. Чĕлхе улшăнакан япала. Halhivăhăt (обсуждение) 21:39, 18 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)

Терминсем, терминсем

тӳрлет

‘’Вăруç’’ сăмаха эпĕ ĕнер Chuvash.org сайчĕ çинче асăрхарăм. ‘’Камит ‘’ сăмах вара тахçанах чĕлхере. Сире эпĕ сайтпа паллашма сĕнесшĕн.

Паллах, хальхи чăваш чĕлхи суржик евĕр пулса кайрĕ — хамăр чĕлхере термин çук пекех. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чĕлхене аталантарнă çынсем (Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши ) пурнăçран уйрăлса пынă çем чăваш литературин вичкĕнлĕхĕ мăкалчĕ (Халĕ Чиндыковсăр пуçне кам пур-ши?). Ахаль çын усă куракан чĕлхе литература шайĕнче мар. Вырăс чĕлхинче латиница терминĕсемпе усă курас пирки вĕçĕмкун çеç правительство, дума ĕçченĕсен калаçăвĕ иртрĕ — унта çивĕч ыйтусене чĕртрĕç.

Нимĕç Википединче чĕлхе тасалăхне питĕ хаяр тытаççĕ — тăван чĕлхе халăхăн чунĕ пулнине вĕсем питĕ çивĕч туяççĕ. Акăлчансен ун пек мар — вĕсем пурне те хапăл (ку сăмаха та хĕстерме пулать тепĕр чух?) йышăнаççĕ.

Пуçпа шухăшламасăр калаçни чĕлхене аталантараймасть. Глобал (куна валли тупмалла-ха) тĕнчи чăваш чĕлхине пусса антарса пĕтерет тесен чăвашла статьясене çырнин усси чĕрĕклĕ. Viktor2014 (обсуждение) 21:41, 25 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)

Сирĕнпе эпир пĕр енчен килĕшеп. Чăнах та вырăс çыннисем те чĕлхене упрама тăрăшаççĕ, вĕсен тата вырăс чĕлхин иститучĕ те пур. Нимĕçсем те чăнах хăйсен пекрех çырма, калаçма тăрăшаççĕ. Анчах эсир шута илместĕр- вырăс, нимĕç чĕлхисем тахçанах аталанма пуçланнă, мĕншĕн тесен вĕсен суверенлă патшалăх пулнă та, пур та. Вырăссен те çавах. Тата çав халăхсем нумай йышлă, çавăнпа çыравçăсем те, профессор тата ытти тăнлă çынсем вĕсен нумай. Тата вĕсем йышлă пулнăранпа, тĕрлĕ шухăшлă, субкультурлă тата ытти йышши çынсем нумай халăхра. Çавăншăн вĕсем лайăх аталанаççĕ культура, чĕлхе ытти енчен. Чăвашсем вара пĕчĕк халăх анчах, çитменнине юлашки çулсенче вилсе пĕтме пуçларĕç. Вырăс чĕлхине те чăвашсене пĕчĕкренех вĕрентеççĕ, физика, алгебра ытти наукăсене те выраслах вĕрентеççĕ, телекуравĕ те вырăсла анчах. Çавăнпа чăваш ашшĕ-амăшĕпе чăвашла калаçать пулин те, пурнăçра вырăсран е вырăс урлă килнĕ терминсемпе калаçать. Çавăнпа нимĕн те тăваймастăн. Тепĕр хут палăртап- паллах, чăваш чĕлхине ют сăмахсем килнине сăнасах пырас пулать, анчах ют сăмахсем масăллă килнипе нимĕн те тăваймастăр. Ĕлĕкхи сăмахсене тупса кăларса е çĕнерен шутласа кăларни сахал усă парĕ. Пепкеренех ют чĕлхерен килнĕ терминсене хăнăхма илтнĕ çын е калаçма, çав терминсемпех усă курĕ. Пĕр тĕслĕх: ВКонтакте чăвашла куçарчĕç, виде, аудио сăмахсене чăвашла сăмахсемпе куçарнă. Вара мĕн усси? Миçе çын усă курать чăвашла? Пачах çук. Проблеми ман шутпа авалхи сăмахсемпе куçарнăран, никам та ăнланса çитереймеç, ăçта музыка, ăçта фото, видео. Çухалса каймалла. Ахаль çынăн хальхи вăхăтра сăмахсара пăхса ларас килмеç, сăмах пĕлтерĕшĕсене тупса-вĕренсе ларса. Кирлĕ-и ахаль çынна? Çук. Ман шутпа авалхи е шутласа кăларнă сăмахсем вырăнне: Ман страница, Ман видеосем, Ман аудиосем, Ман фотосем, Ман туссем, ну юрать настройка сăмахне Ĕнерлев тесе куçарнă, чăнах та пĕлтерĕшĕ пулман, халăхра пурте настройка теççĕ. Çавăн пек тĕслĕх. Эп сире тепĕр хут калап- паллах, чĕлхене сăнамалла, анчах вырăсларан е вырăс чĕлхи урлă килнĕ терминсемпе халь ним те эсир тăваймастăр, хоть тем туйăр. Тата тепĕр тĕслĕх- вот мĕн чăрмантарнă Википедие чăвашла куçаракансене "вăрттăн сăмах" вырăнне "пароль" тесе çырма? Пароль, пароль- кĕске те лайăх, пурте хăнăхнă сăмах. "Логин" сăмах та çавăн пекех. Ун пек тĕслĕхсем нумай. Эп пустай веçех критикласа лармас, яланах конструктивлă критиклама тăрăшап, мĕншĕн тесен эп чăваш пулнăранпа ман та сылтăм(право) пур. Лайăх ĕç тăваççĕ чăвашла куçаракансем, анчах тепĕр чухне фанатизмла, ахаль чăваш çамрăкне шута илмесĕр. Инглиш пуян чĕлхе, унпа тем пирки те калаçма пулать. Чăваш чĕлхипе нумай япала пирки калçма пултаратăр-и? Иккĕленеп. А латин тата ытти чĕлхери терминсене кăларса пăрахсан, вĕсене чăвашла веçех куçарсан? Вара чăваш калаçаймĕ те, ăна вара тепĕр хут шкула кайса 11 е 9 çул пулин те вĕрентмелле пулать. Ытлашши нумай вăхăт чăваш чĕлхи аталанман. Çавăнпа нумай терминсем ют чĕлхерен килнисем. Çав сăмахсем халăх, урам чĕлхинче кĕрсе вырнаçса, тăван сăмахсем пек пулса ларнă. Татах та нумай çырма пулать, анчах ахальте нумай çыртăм. Çитет халлĕхе. Сире хисеплесе, Хутшăнакан:Halhivăhăt 20:00, 26 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)
Паллах, çак ыйтусене манпа çеç сӳтсе явмалла мар, вĕсем тĕрлĕ çĕрте те хыпса тухаççĕ. Чĕлхе кĕрешĕвĕ йĕри-таврах, вăл чĕлхен чĕри тапнине пĕлтерет. Википедире тутарсем "вăрттăн сăмаха" ‘’Серсүз’’ , Учётная запись вырăнне «Кулланучы исеме» тесе çырнă. Пĕр тутар каччи чăваш уйрăмне хăйĕн бочĕпе усă курса 10 пин ытла та статья кĕртсе пачĕ. Тутарсем ĕçрен хăрамаççĕ, чăвашсене чăмласа памалла — вара ырă çын пулатăн. Еврейсем хăйсен ивритне шутласа кăларсах тĕнчери шая хăпартрĕç. Пушкăртсем Сабантуя чĕнеççĕ: https://ru.wikimedia.org/wiki/Вики-Сабантуй_2015 Чăвашсем те кăштах кускалаççĕ — http://vk.com/club38896335 Ырă cывлăх сунатăп, Viktor2014 (обсуждение) 22:59, 26 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)