Хубилай, — монгол ханĕ, Китайри Юань династине йĕркелекенĕ. 1215 çулта çуралнă, 1294 çулта вилнĕ. Чингисхан мăнукĕ.

Хубилай
Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "lang-mis" does not exist.
Чӑн ят Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "lang-mis" does not exist.
Çуралнă вăхăт 1215 çулхи авăн, 23-мĕшĕ[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1294 çулхи нарăс, 18-мĕшĕ[1][2][…] (78 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Ашшĕ Толуй[d][4]
Амăшĕ Сорхахтани[d]
Арăмӗ Tëgülun[d], Чаби[d], Намбуй хатан[d], Talahai khatun[d], Nuhan[d], Баяуджин-хатун[d], Khökhlun Khatan[d], Qoruchin Khatun[d] и Sugedasi[d]
Ачисем Дорджи[d], Чинким[d][4], Мангала[d][4], Номуган[d][4], Khökhechi[d][4], Аячи[d][4], Auruyvci[d][4], Kuokuochu[d][4], Тогон (сын Хубилая)[d][4], Hutulu Temür[d][4], Темечи[d], Чжуан Муван Хоу[d][4], Yuelie[d][4], Wuluzhen[d][4], Yuelun[d][4], Wanze[d], Nangjiazhen[d][4], Коридай[d][5], Asudai[d][4], Bantu[d][4], Boyalun[d][4], Ширеки[d][4] и Shilin[d][4]
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Пурнăçĕ

тӳрлет

1260 çулта Монгол империйĕн тĕп хулине Каракорумран Пекина куçарнă, хула ятне Ханбалык çине улăштарнă. 1279 çулта Кăнтăр Китая çĕнтерсе илнĕ.

Астул çине ларсан унăн тĕп тĕллевĕ Китайри Сун йăх-несĕлне пĕтересси пулнă. Самай хушă çапăçнă хыççăн 1271 çул тĕлне вăл Китайăн ытларах пайне çĕнтерсе илет. Кун хыççăн вăл çĕнĕ йăх-несĕле йĕркелеме тытăнать, ăна Юань ятне панă. 1279 çулта Сун йăх-несĕлĕн юлашки императорĕ вилнĕ хыççăн хăйĕн витĕмлĕхне самай пысăклатнă.

Хубилай çавăн пекех Бирмăна, Аннама, Камбоджăна, Корейăна çĕнтерсе илнĕ, анчах та Японине çĕнтерсе илеймен — икĕ харçи те ăнăçупа вĕçленмен.

Астул тытнă вăхăтра хăйне ăслă-тăнлă çын пек кăтартнă, пурнăçа лайăхлатакан нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Вăлах 1291 çулта хăйĕн империне 12 провинци çине пайланă. Будда тĕнне кăмăлланă, ăна чылай пулăшнă. Вăл пулăшнипех ку тĕн анлă сарăлнă.

Çав вăхăтрах вăл хăй монгол пулнине манман, Китайра монгол чĕлхине хут ĕçне кĕртнĕ. Пакбаламе будда ăсчахне монгол чĕлхи валли ятарлă алфавит шутласа кăларма хушнă.

Китай кун-çулĕнче вăл Ши-цзу (世祖) ятпа паллă.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 ХУБИЛАЙ // Большая российская энциклопедия (рус.)М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
  2. ^ 1 тата 2 Gran Enciclopèdia Catalana (кат.)Grup Enciclopèdia, 1968.
  3. ^ Хубилай // Большая советская энциклопедия (рус.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохорова — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19 тата 20 China Biographical Database (англ.)
  5. ^ https://archive.org/stream/Boyle1971RashidAlDin/Boyle_1971_Rashid_al_Din_djvu.txt