Хисеп Юнташĕсен орденĕ
Чыс Юнташĕсен орденĕ е Чыс Кавалерĕсен орденĕ е Хисеп Кавалерĕсен орденĕ (акăл. Order of the Companions of Honour) — Британин тата Пĕртуслăхăн орденĕ. ӳнерте, литературăра, мусăкра, ăслăхра, политикăра, промăçлăхра тата тĕнре чаплă çитĕнӳсем тунăшăн чыслаççĕ.
Хисеп Юнташĕсен орденĕ | |||
| |||
Тăван ячĕ | The Order of the Companions of Honour | ||
---|---|---|---|
Йыхрав | In Action Faithful and in Honour Clear | ||
Патшалăх | Аслă Британи | ||
Тĕс | Рыцăрь орденĕ | ||
Статус | тивĕçтереççĕ | ||
Статистика | |||
Йĕркеленĕ вăхăт | çĕртме, 4, 1917 çул |
Кун-çулĕ
тӳрлетГеорг V патша 1917 çулхи çĕртме уйăхĕнче йĕркелесе янă.
Йышĕ
тӳрлетОрден палли — юман йывăçĕ евĕр çавра медальон, патша гербĕллĕ питлĕх пĕр туратĕнчен çакăнса тăрать, сулахай енче кăраллă рыцăрь. Паллă çинче синкер чикĕн йыхравне IN ACTION FAITHFUL AND IN HONOUR CLEAR (акăлч. «Ĕç-пуçра шанăçлă та чысне те вараламан») ылтăн сас паллисемпе çырнă, çавра çинче импер кăшăлĕ. Арçынсем хăю (хĕрлĕ, хĕррисене ылтăнпа тĕрĕленĕ) çинчи паллăна мăй тавра çакаççĕ, хĕрарăмсем — сулахай хулпуççи çинче.
Орден йышне Суверен (Пĕрлешĕннĕ Патшалăха тытакан монарх) тата 65 ытла мар Хисеп Кавалерĕ (акăл. Companions of Honour) кĕрет, вĕсенчен малтан квотăпа историлле британ кăшăлне пăхăнуллă Пĕрлешĕннĕ Патшалăхран 45, Австралирен 7, Çĕнĕ Зеландирен 2 тата урăх çĕр-шывсенчен 11 пайташ пулмалла (1981 çулта Австрали хăйĕн пурăнан çыннисемшĕн çак орден вырăнне Австрали орденĕпе чыслама тытăннă). Унсăр пуçне, урăх çĕр-шывсен гражданĕсем «хисеплĕ пайташсем» пулма пултараççĕ. Орден рыцăрьлăха е урăх статуса памасть, пĕр разрядлă ордена тивĕçекенсем хăйсен хисеплĕхне хушамат хыççăн «CH» (орден ячĕн акăлчан аббревиатурине пĕлтерекен сасă паллисем) лартаççĕ.
Çавăн пекех
тӳрлет- Британин тата Пĕртуслăхăн орденĕсемпе паллисем
- Хĕрарăм Патша Хĕсмечĕшĕн орденĕ, çĕнĕ зеланд орденне ылмаштарнăскер.