Эрнест Хемингуэй
Эрнест Миллер Хемингуэй (акăл. Ernest Miller Hemingway) (1899—1961) америка çыравçи. Нобель преми лауреачĕ (1954).
Кун-çулĕ
тӳрлетАчалăхĕпе çамрăклăхĕ
тӳрлетЭрнест Хемингуэй 1899 çулхи утă, 21 ]], АПШ-н Иллинойс штатĕнчи Чикаго тулашĕн Оук-Парк хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Кларенс Эдмонт Хемингуэй, тухтăр пулса ĕçленĕ, амăшĕ, Грейс Холл, килте ачасене вĕрентсе ӳстернĕ. Эрнест çемйере асли пулнă, унăн 5 шăллĕпе йăмăкĕ пулнă. Ача чух вăл кĕнеке вулама, пулă тытма, сунара çӳреме кăмалланă. Нумай çул иртсен те, ачалăхран асра юлнă хумханусене Ник Адамс — Эрнестăн alter ego — сăнарĕнче çырса кăтартать. Çутçанталăкран кĕрĕ сывлăхлă яш пулнипе, Хемингуэй бокспа, футболпа хастар тăрмашать.
Литература йыхравĕ Эрнестăн чун-чĕринче шкул çулĕсенчех палăрнă, вăл шкул хаçатĕнче маттур ĕçленĕ, спорт ăмăртăвĕсем, концертсем çинчен чылай репортаж хайланă.
Хемингуэй хĕсмете кĕресшĕн тăрăшнă пулин те, куçĕ начар курнипе ăна çара илмен. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине вăл çавах та лекме май тупать: Хĕрлĕ Хĕресре ĕçлет. Малтан Эрнест тылра шофёр пулса Миланпа Шио хулисенче тăрăшать. Фронта лекес шутпах пурăнать, Пьаве юханшывĕ çинчи тытăçусем çинчен илтсен, хăй ирĕкĕпе çавăнта куçать.
Вăл кашни кунах фронтăн малне çитес сăлтав шырать, салтаксем валли окопсенех апат-çимĕç турттарать. Эрнест итали офицерĕсемпе салтакĕсемпе туслашать, вĕсем ăна çамрăккишĕн «Пĕчĕк Американо» тесе чĕнеççĕ.
1918 çулхи утă, 8 вăл австри-итали фронтĕнче, Фоссальто ди Пьяве патĕнче суранланать. Унăн кĕлеткине минăн 200 ытла ванчăкĕ лекет, чĕркуççи чешĕкне пульă шăтарать. Хоспитăльре Эрнест Агнесс фон Куровски медицина акăшне юратса пăрахать. Çамрăкри çак чи вĕри туйăм астăвăмĕсене Хемингуэй ĕмĕрех чĕрере упрать.
1919 çулхи кăрлачра Эрнест АПШ-на паттăр евĕр таврăнать – ун пирки пур хаçат çырать. Итали патши ăна «Хăюллăхшăн» кĕмĕл медальпе тата «Çар хĕресĕпе» чыслать.
Вăрçă чарăнсан Эрнест Хемингуэй каллех литературăра тăрмашать, журналист вырăнĕнче Чикагопа Торонтора вăй хурать. Çавăн чухнех авланать – Хедли Ричардсона качча илет. 1921 çулта Эрнест «Toronto Star» хаçачĕн ирĕк ĕçлĕ корреспонденчĕ пулса Париса каять.
Арăмĕпе пĕрле вăл хула тарăх киленсе çӳрет, Ф. С. Фитцджеральдпа, Г. Стайнпа тата Эзра Паундпа паллашать, вĕсем çамрăк Эрнест хевтелĕхне мухтаççĕ.
кунта çырман-ха ... -------
1927 çулта Эрнест Хемингуэй «Хĕрарăмсăр арçынсем», 1933 çулта - «Çĕнтерӳçĕне нимĕн те юлмасть» калавсен пуххине çутта кăларать. Çак калавсем Хемингуэй кĕске калавсен хăй евĕр ăста пулнине витĕмлĕ кăтартаççĕ. Урăх паллă калавĕçем: «Вĕлерекенсем», «Френсис Макомберăн кĕске телейĕ» тата «Килиманджаро юрĕ».
Çапах та, Хемингуэй «Çухал, пăшал» 1929 романпа палла тухать. Çырав кăссайĕн никĕсĕнче — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи çапăçу тапхăрĕнчи америка ирĕкçĕнĕпе акăлчан медакăшĕн юратăвĕ. Кĕнеке Америкăра кунчен пулман ăнăçу курать – хуçалăх кризисĕ те ăна чăрмавлаймасть.
1928 çулта Хемингуэйăн пĕрремĕш ывăл çуралать, темиçе уйăхран çыравçăн ашшĕ – Кларенс хăй çине ал хурса вилĕме каять.
Флорида – Африка – Испани
тӳрлетӖçĕсем
тӳрлет- Çурхи юхакан шывсем (The torrents of spring) — 1920
- Пирĕн вăхăтра — 1924
- Индей поселокĕ
- Тухтăрпа арăмĕ
- Килте
- Биг-Ривер çинче
- Хĕвел хăпарать (Фиеста) — 1926
- Хĕрарăмсăр арçынсем — 1927
- Ют çĕршывра
- Парăнманскер
- Вĕлерекенсем
- Çухал, хĕçпăшал! — 1929
- Кăнтăр хыççăнхи вилĕм — 1932
- Çĕнтерекене нимĕн те лекмест — 1933
- Унта таса та çутă
- Африкăн ешер сăрчĕсем — 1935
- Иметь или не иметь — 1937
- Пиллĕкмĕш колонна — 1938
- Мотылек тата танк
- Таса шыва кăларни
- Фрэнсис Макомберăн кĕске телейĕ
- Килиманджаро юрĕсем
- Кам çинчен чан янрать — 1940
- За рекой в тени деревьев — 1950
- Ват çын тата тинĕс — 1952 (Пулитцер тата Нобель премийĕсем)
- Праздник, который всегда с тобой — 1954
- Хăрушăллă çу — 1960
- Çыравçă вилнĕ хыççăн пичетленнĕ кĕнекесем:
- Океан утравĕсем
- Çăтмах сачĕ
- Мэри хĕрупраçĕн арăсланĕ
Çыравçă астăвăмлă каланисем
тӳрлет- Хуравĕсем çеç мар, ыйтăвĕсем те кивелеççĕ.
- Паха проза айсберг евĕр, унăн çиччĕ саккăрмĕш пайĕ шыв айне пытаннă.
- Мĕн кансĕрлет çыраçăва? Эрех яни, хĕрарăмсене, укçана тата чыса юратни. Çаплах эрех ĕçменни, хĕрарăмсăрлăх, укçасăрлăх, чыслăха юратманни.
- Кашни çын менле те пулин ĕç валли çуралать.
- Пур америка литератури «Гекльберри Финнран» шăтса тухнă.
- Çын пĕччен хевтелеймест... Çаплах, çын пĕр-пĕччен нимĕн те тăваймасть.
- Малашни алă çуллăха хуравламан вăрçăсем, эпĕ вара çак тапхăра хут çине ал пусрăм.
- Çынна пĕтерме пулать, анчах та ăна çĕнтерме май çук.