Харон оболĕ — вилене пытарас умĕн çăварне вак укçа хунă йăлана кăтартакан аллюзи терминĕ. Авалхи грексемпе римлянсен литература çăлкуçĕсем çак вак укçана обол теççĕ, вăл чĕррисен тĕнчине вилнисенчен уйăракан юханшыв урлă вилнĕ çынăн чунне каçарнăшăн Харона тӳлени е сĕтевлени шутланать. Çакнашкал тĕрлĕ номиналлă укçасем «авалхи пытару инвентарĕн паллă япалисен» шутне кĕреççĕ[1].

Харон тата Психея (1883), Прерафаэлит халаплăх интерпретацийĕ. Джон Роддам Спенсер Стэнхоуп ӳкернĕ.

Çак йăлана пĕрремĕш авалхи грексемпе римлянсем тунă теççĕ пулин те, вăл авалхи Çывăх Тухăçра та тĕл пулнă. Анăç Европăра пытарнă чухне вак укçасене рим Галлинче, рим Испанинче тата рим Британинче пурăннă кельтсем, çаплах кайранхи Аваллăх тата малтанхи христиан эринче, герман халăхĕсен вилтăприсенче XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тупнă.

Археологсем шыраса тупнисене анализленипе, классика халапĕ пурнăçра пулнă йăлана кăтартать, укçана вилен çăварни хуни анлă сарăлман тата пĕр укçа анчах хуман пулнă[2]. Чылай пытарнă çĕрте укçасем е малтанхи христиан тапхăрĕнчи ылтăн хĕрес фольгисем вырăнне металл листаран тунă тапăлсем е экзонумисем тупăннă. Германсен пытару ладьисене укçа хуни çакнашкал концепци пурри пирки шухăшлаттарать.

Археологсем усă курнă «Харон оболĕ» фразăпа, хăш чухне, тĕн йăлине кĕрекенскер, пытарнă чухнехи япаласене палăртаççĕ, вăл çынна вилнĕ хыççăнхи пурнăçа куçарма пулăшать [3]. Латыньле Харон оболне хăш чухне виатикум, е «çул çӳреме кирлĕ апат-çимĕç» теççĕ. Çăварти укçа вилнĕ çынăн чунне хӳтĕленĕ е таврăнасран чарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Ian Morris, Death-ritual and Social Structure in Classical Antiquity (Cambridge University Press, 1992), p. 106
  2. ^ Gregory Grabka, «Christian Viaticum: A Study of Its Cultural Background», Traditio 9 (1953), 1-43, especially p. 8; Susan T. Stevens, «Charon’s Obol and Other Coins in Ancient Funerary Practice», Phoenix 45 (1991) 215—229.
  3. ^ Morris, Death-ritual and Social Structure in Classical Antiquity, p. 106

Литература тӳрлет

  • Grabka, Gregory Christian Viaticum: A Study of Its Cultural Background // Traditio : journal. — 1953. — Т. 9. — № 1.
  • Morris, Ian Death-ritual and Social Structure in Classical Antiquity. — New York: Cambridge University Press, 1992. — ISBN 0-521-37465-0
  • Sourvinou-Inwood, Christiane "Reading" Greek Death: To the End of the Classical Period. — New York: Oxford University Press, 1996. — ISBN 0-19-815069-5
  • Stevens, Susan T. Charon’s Obol and Other Coins in Ancient Funerary Practice // Phoenix : journal. — Т. 45. — № 3.