Харвăрт Университечĕ
Харвăрт Университечĕ (акăл. Harvard University) — АПШ паллă университечĕсенчен пĕри, Кембридж хулинче (Массачусетс штачĕ) вырнаçнă. Харвăрт — АПШ-н ватă университечĕ, ăна 1636 çулхи авăн, 8 никĕсленĕ.
Харвăртра 2300 яхăн вĕрентӳçĕ ĕçлет тата 6650 яхăн студентпа 13000 аспирант пĕлӳ пухать. Университăн эндауменчĕ 34,9 млрд доллара çитет.
Факультечĕсем
тӳрлетУниверситет 9 факультетран тытăнса тăрать:
- Ӳнерлĕхпе ăслăлăх факультечĕ, ун шутне Инженерлă тата хушмаллă ăслăхсем, вĕсем пĕрле çаксене тивĕçтереççĕ:
- Медицина факультечĕ, ун шутĕнче медицинăпа (1782) стоматологи (1867) факультечĕсем.
- Харвăрт турă сăмахĕн институчĕ (1816)
- Харварт юридици ăслăлăхĕсен институчĕ (1817)
- Харвăрт бизнес институчĕ (1908)
- Дизайн аспирантури (1914)
- Педагогика ăслăлăхĕсен аспирантури (1920)
- Сывлăх упрас институчĕ (1922)
- Джон Ф. Кеннеди ячĕллĕ администраци нститучĕ (1936)
Харвăрт америка университечĕсен элитине, Плющ Лигине кĕрет.
Кăсăк ĕçсем
тӳрлет- 2007 çулхи пуш уйăхĕнче Воронеж хулинче Харвăрт университечĕ валли чи пысăк сасăламалли чана шăратса панă.
Каçăсем
тӳрлетХарвăрт Университечĕ Викиампарта? |