Хаос теорийĕ
Хаос теорийĕ — математикăн хăшпĕр линилле мар динамикăлла тытăмсене, — хаос (динамикăлла хаос, детерминацилле хаос) вăйăмĕнче тăраканскерсене, — тишкерекен пайĕ. Кун пек тытăма палăртакан модель детерминацилле пулсан та (сăлтавĕсем пуррине пелтерет çапла калани), мĕн пулса иртесси ăнсăртла пек курăнать. Кун пек уйрăмлăхсене акцентлас шутпа, çак теорипе палăртакан пулăма çапла калаççĕ: динамикăлла хаосăн теорийĕ.
Çакăн пек тытăмсен тĕслĕхĕсем — атмосфера, турбулентлă юхăмсем, чĕре аритмийĕн хăшпĕр тĕсĕсем, биологилле популяцисем, çынсен пĕрлĕхĕ тата унăн айтытăмĕсем: экономикăлла, политикăлла, культурăлла, психологилле тата ытти системăсем. Ал айĕнче пур реккурентлă енсене анализ тунипе пĕрлех, кунта математикăлла модельсем ăсталани те кирлĕ.
Хаос теорийĕ математикăпа физикăна çыхăнтарать.
Вуламалли
тӳрлет- Ахромеева Т. С., Курдюмов С. П., Малинецкий Г. Г., Самарский А. А. Нестационарные структуры и диффузионный хаос.— М.: Наука.— 1992.
- Малинецкий Г. Г. Хаос. Структуры. Вычислительный эксперимент. Введение в нелинейную динамику. 3-е изд.— М.: УРСС.— 2001.
- Малинецкий Г. Г., Потапов А. Б., Подлазов А. В. Нелинейная динамика: подходы, результаты, надежды.— М.: УРСС.— 2006.
Каçăсем
тӳрлет- Электронная библиотека по нелинейной динамике — книги по теории хаоса
- Проект Энтропия — статьи по теории хаоса, фракталам, аттракторам
- Хаос и порядок дискретных систем в свете синергетической теории информации
- Хаос. Нелинейная динамика 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.