Халăх инемĕ — кашни çын кулленхи кунра çутçанталăк пулăмĕсемпе тата унăн çулти хăвачĕсемпе çыхăнса пурăнмалли йĕрке. Таврари çутçанталăк пулăмĕсем Пĕртен-пĕр Туррăн кӳлепи, çавăнпа та сапăр чăваш (тĕрлĕ ют тĕнсемпе арпашман чăваш) киреметри е учӳкри юпа е йывăç патĕнче чӳк туса Турра чыс тăвать. Çапла майпа хăйĕн лĕш тĕнчери несĕлĕсене те хăйне те çăмăллăх кӳрет. Халăх инемĕ хăçан та халăхпа пĕрле, вăл унăн тĕп тымарĕ. Халăх инемĕпе Чăваш тĕнĕ пĕр-пĕрне ют мар.

Инемлин амăш вилмен, тет. (Ашмарин Н.И., Словарь чувашского языка. - Том. 3.: Чебоксары, 1929. Стр. 122)

Каçăсем

тӳрлет