Хаçат-журнал журналистики

Хаçат-журнал журналистики — журналистика пĕр тĕсĕ. Телевидини тата радиожурналистика, фотожурналистика, Интернет-журналистикăпа танлаштарсан çак тĕслĕх чи малтан пуçланса кайнă. Урăх ятсем:

  • хут журналистики;
  • пичет журналистики.

Кун-çулĕ тӳрлет

Пĕрремĕш хаçатсем тесе алăран çырнă сводкасене каламалла. Вĕсем яланах ĕлĕххи Римра Форумра çакăнса тăнă, халăха сенат шутласа кăларнă хушусене, кирлĕ хыпарсене пĕлтернĕ.

Раççейре Петр I пулăшнипе пĕрремĕш 1702 çулта хаçат «Ведомости» пичетленнĕ. Анчах та пĕрремĕш номерĕ çухалнă.

Хаçат калăпăш историйĕ вара çапла. XIX ĕмĕрте Англинче хаçат калăпăшĕнчен налог туллес саккун тухнă. Çавна пула издательсем налог сахал туллес тесе сарлака хутсем çине пичетленĕ.

XIX ĕмĕрте хаçатсене чугун çул урлă каçарнине пула вĕсен тиражĕ пысăкланнă. Ку вара хаçат-журнал журналистикине анлăрах сарма тивĕç пулнă.

Хаçат журналистики тӳрлет

Хаçатăн малтанхи сăнĕ, хыпарлă сводка пулнă. Ăна ытларах авалхи Римра иртекен форум вăхăтĕнче çакнă. Вĕсем хула çыннисене сенат ыйшăннă шухăшсене, тĕрлĕ хыпарсене пĕлтенрнĕ. Çак таблица çинчен тарçăсем ăвăсран тунă таблицисем çине çырса илнĕ те хăйсен хуçине кайса кăтартнă. Тацита хăйĕн ĕçĕсенче Юлий Цезарь хушнă ятпа, çыравçăсем сенатсен бюллетенĕсен шутне пысăклатнă. Вĕсене вара римри тата ытти политика деятелĕсене çитерсе панă. Хальхи хаçат XVI ĕмĕр вăхăтĕнче çеç пулса кайнă. Хула сводкисем çинче тĕрлĕ хыпарсем, обращенисем пулнă. Венецире çак XVI ĕмĕртех сводкăшăн тимĕр укçа пама пуçланă.Ăна вара gazzetta ят панă. Халĕ Италире кашни кун пичĕтленекен хаçата giornale теççĕ. Раççейра пĕрремĕш хаçат Петр I патша вăхăтĕнче «Ведомости» ятпа тухнă.

Журнал журналистики тӳрлет

Журналсем малтанах брошюра йевĕр тухнă, вĕсем çинче тĕрлĕ хыпарсем пичĕтленнĕ. Унтан вара альманахсем пулса кайнă. Вĕсем çинче календарь, религии уйявĕсем, астрономии, килти хуçалăх пирки тата тĕрлĕ усăллă канашсем пулнă. Египетри çынсен хăйне йевĕрлĕ альманах пулнă, вĕсем ăна чул плитисем е йывăç патаксем çинче касса ăсталанă. Чи малтанхи журнал Германире 1663-1668 çулсенче пичĕнленсе тухнă. Унтан вара ытти çĕр-шывсенче Францире, Англире, Италире тата Америкăра.

Жанăрсем тӳрлет

Хаçат-журнал журналистикинче тĕрлĕ жанăрсемпе усă курма пулать:

  1. Информациллĕ (заметка, хыпарлă статья, информациллĕ корреспонденци, информациллĕ отчет, информациллĕ интервью, блиц-опрос, ыйту-хурав, репортаж, некролог).
  2. Аналитический (аналитический отчет, аналитическая корреспонденция, аналитическй интервью, аналитический опрос, калаçу, комментари, социолаллă резюме, анкета, мониторинг, рейтинг, рецензия, статья, журналист расследованийĕ, тавра-курăм, обзор СМИ, прогноз, верси, эксперимент, çыру, исповедь, рекомендаци (канаш), аналитический пресс-релиз).
  3. Художественно-публицистическилле (эссе, очерк, зарисовка, фельетон, памфлет, т.н. гонзо-журналистика и др.

Тата пăхма пултаратăр тӳрлет

Кĕперсем тӳрлет