Хĕвеланăç фронтĕнче улшăнусăр
«Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр» — Эрих Мария Ремаркăн 1929 çулта пичетленсе тухнă паллă романĕ. Умсăмахĕнче автор пĕлтерет: «Çак кĕнеке айăплани те мар, чуна уçса калани те мар. Ку вăрçăра пĕтнĕ ăру пирки каласа кăтартма тăрăшни».
Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр | |
Im Westen nichts Neues | |
«Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр» романăн пĕрремĕш кăларăмĕн пичĕ | |
Автор: | Эрих Мария Ремарк |
---|---|
Жанр: | роман |
Тăван кăларăм чĕлхи: | нимĕç |
Тăван кăларăма пичетленĕ: | 1929 |
Электронлă верси |
Сюжет
тӳрлетРоманри ĕçсем 1914—1918-мĕш çулсенче, Германи ун чухне Францие, Раççее тата Аслă Британие хирĕç вăрçнă, пулса иртеççĕ. Пауль Боймер рота команлирĕ калавланипе, унăн пăхăнăвĕнче ĕнерхи шкул ачисем, тĕрлĕ çул ӳсĕнĕшĕнчи хресченсем, пулăçсем, ăстаçăсем çапăçнă. Окопри «кулленхи пурнăçа» (150 çынлă ротăран 32 кăна юлнă) тата ĕнер пĕр класра вĕреннĕскерсем пирки каласа панă хыççăн тыла куçать — Пауль отпуска каять. Килте ашшĕ çарти мундира тăхăннă ывăлне тусĕсене кăтартасшăн çунать пулин те Пауль никампа та вăрçă çинчен калаçасшăн мар. Вал пĕчĕк ресторансенче лăпкăн сăра сыпса ларма юратать, хайĕн пӳлĕмĕнче канса ларать.
Экран çине кăларнисем
тӳрлетРомана темиçе хутчен экран çине кăларнă.
- Американ фильмĕ All Quiet on the Western Front (1930), режиссёр Льюиса Майлстоуна «Оскар» премине тивĕçет.
- 1979 çулта режиссер Делберт Манн Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр фильмăн телеверсине хайлать.
- 1983 çулта паллă юрăç Элтон Джон вăрçăна хирĕçле пĕр ятлă юрăна çырнă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Im Westen nichts Neues 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. нимĕçле E-Lingvo.net филолог вулавăшĕнче 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хĕвеланăç фронтĕнче улшăнусăр Максим Мошков вулавăшĕнче