Фёдоров Ревель Фёдорович
Ревель Федорович Фёдоров (1929 çулхи раштавăн 29-мĕшĕ, Ман Чак ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР çур.) – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Раççей Федерацин халăх ӳкерçи[1].
Ревель Федоров | |
Çуралнă чухнехи ят: | Федоров Ревель Федорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1929 çулхи раштавăн 29-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Мăн Чак ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Паллă ĕçсем: | триптих «40-мĕш çулĕсен фотографийĕ», «Аçтăрхан çĕрĕ» сери, «Чукотка çыннисем», «Пĕлĕтлĕ çанталăк», «Франци тăрăх», «Инди тăрăх» |
Парнесем: | Чăваш Республикин К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни |
Чыславсем: | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи Раççей Федерацин халăх ӳкерçи |
Кун-çулĕ
тӳрлет1929 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Вăрмар районĕнчи Мăн Чак ялĕнче çуралнă.
1946-50 тата 1954-55 çулсенче (Совет çарĕнче хĕсметре тăнă) Шупашкарти ӳнер вĕрентевĕшĕнче (Е. Е. Бургулов, И. Т. Григорьев, Н. К. Сверчков ăстасем патĕнче) пĕлӳ илнĕ. Диплома алла илсен, 1955-57 çулсенче Калининград хулин 22-мĕш № шкулĕнче сӳретлĕ ӳнер тата черчени урокĕсене ертсе пынă.
1963 çулта Харьковри ӳнер институтĕнче станок графикин факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1963-64 çулсенче Чăваш кĕнеке кăларавăшĕнче аслă ӳнер редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
1964—2009 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче ĕçленĕ (1980-па — доцент, 1969—73 — ӳнер теорипе истори кафедрине ертсе пынă, 1989—2003 — чĕрçырни кафедрин ертӳçи, 1994-па — профессор).
1967 çултанпа — ССРП ӲП пайташĕ. 1972—77 — РСФСР ӲП правленин пайташĕ; 1972, 1981 тата 1987 — Правлени секретарĕ. 1975 çултанпа — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи, 1980 çултанпа — РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи. 1981—87, 1991 тата 2000 çулсенче — Чăваш Енĕн ӲП правленин председателĕ. 1982—87 çулсенче — ССРП ӲП правлени пайташĕ. 1986 çултанпа — РСФСР халăх ӳкерçи.
1986 çулта — Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ. 1987—91 çулсенче — РСФСР ӲП правленин секретарĕ; 1993—2010 çулсенче — РФ ӲП правленин секетарĕ. 1995 çултанпа — Чăваш республикин инженери-технологи академин чăн пайташĕ, 1996 çултанпа — Чăваш ăслăхсен тата ӳнерсен наци академин чăн пайташĕ.
Паллă ĕçĕсем
тӳрлет“Çурçĕр çыннисем”, “Çурçĕр серийĕ”, М. Çеçпĕл сăввисен мотивĕпе ӳнерленĕ офортсем – “Çеçпĕл”, “Çурçĕр Двина çинче”, “Юрă”, “Шуршăлти уяв”, “Ылтăн кĕр. Мана çуратакансем”, “Дионисий”, “Сăвăç çĕрĕ”, “Çăкăр пирки фреска”, “Çĕнĕ çулпа“ мозаика, “Пурнăç“, “Пурнăç савăкĕ“, “Çĕр тата çын“
Вуламалли
тӳрлет- Воронов Н. В. Ревель Федоров.– Л. : Худож . РСФСР, 1989.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Федоров Ревель Федорович 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.