Фёдоров Евгений Алексеевич

Федоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Евгений Алексеевич Фёдоров (1963 çулхи çăвăн 11-мĕшĕ, Ленинград, СССР çур.) — раççей политика ĕçченĕ, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин виçĕ чĕнĕвĕн (1993—1996, 2003—2011) депутачĕ, РФ ФП Патшалăх Думин экономика политикипе усламлăх комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕ Раççейĕн» Тĕп политканашĕн пайташĕ.

Фёдоров Евгений Алексеевич

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

1963 çулхи çăвăн 11-мĕшĕнче Ленинград хулинче çуралнă.

Ленинградри çурт-йĕр тăвакан вăрçă инженерĕсен аслă училищинче вĕренсе тухнă, вăрçă инженерĕ-энергетик ăстаçалăхне туяннă.


Унăн экономика ăслăхĕн кандидачĕ ăсчах степенĕ пур.

40 автор свидетельствипе ăслай патентне тивĕçнĕ.

Афганистанра интернациллĕ тивĕçе 1985—1988 çулсенче пурнăçланă.

1988—1989 çулсенче Ленинск хулинчи «Оргстрой» ушкăнăн пуçлăхĕ, тĕп энергетик.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет