Францине тапăнса кĕни
- Тĕп статья: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
1939 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Германи Польша çине тапăнсан Франци Германипе вăрçă пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Германи Франци çине тапăнма тăхтанă, 1940 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче çеç хăйсен çарĕсене Франци çине янă. Нимĕç çарĕсем хăвăрт майпа çапăçмалли тактикăна (блицкрига) усă курнине пула утă уйахĕн 21-мĕшĕнче Франци парăннă. КУ вăхăт тĕлне унăн самай пайĕ нимĕçсен аллинче пулнă, çарĕнчен ним юлманнипе пĕрех пулнă.
Çав вăхăтрах нимĕçсен çарĕсем Бельги, Нидерланд çине тапăнса вĕсене хăй аллине илнĕ.
Çапла вара Германи çав вăхăтри хăйĕн тĕп тăшманне çĕнтернĕ, Аслă Британи çĕрĕ çине çитмелли вырăн тытса илнĕ.
Вăйсен вырнаçăвĕ
тӳрлетГермани
тӳрлетÇу уйăхĕ пуçламăшĕ тĕлне Германин анăç енче 104 пехоттăллă, 9 моторлă тата 10 бронетанклă дивизи пулнĕ, вĕсенчи халăх шучĕ пурĕ 2,5 млн. çынпа танлашнă. Ку пĕтĕм вăя нимĕçсем виçĕ çар ушкăнне пайланă. Фёдор фон Бок генерал-фельдмаршал ертсе пыракан B çар ушкăнĕ 2 арминчен тăнă. Вăл ушкăн Çурçĕр тинĕсĕнчен пуçласа Аахен çити вырнаçнă. Герд фон Рундштедт генерал-фельдмаршал ертсе пыракан A çар ушкăнĕ 4 арминчен тата бронетанк ушкăнĕнчен тăнă. Ку ушкăн Аахенпа Саарбург хушшинче вырнаçнă пулнă. Бронетанк ушкăнĕнче нимĕç танкĕсен ытларах пайĕ пулнă. Вăл ушкăнра ытларах пайĕпе РZ-III тата PZ-IV çăмăл танксем пулнă. Çавăн пекех вăта танксем те пулнă: РZ-III 329 штук, PZ-IV 280 штук. Пурĕ бронетанк ушкăнĕнче 2574 машин пулнă. Вильгельм Йозеф фон Лееб генерал-фельдмаршал ертсе пыракан C арми ушкăнĕ 2 арминчен тăнă. Вăл арми ушкăнĕ хĕвелтухăç енчи Лотарингинче тата Рейн хĕррипе вырнаçнă пулнă.
Сывлăшран çарсене 3500 самолёт хӳтĕленĕ. Самолётсен шутне Мессершмит BF-109 истребитель, Фокке-Фульф FW-200 «Кондор» тата Юнкерс JU-87 «Штука» бомбардировщиксем кĕнĕ. Вĕсем нимĕçсене хирĕç тăракан пĕрлешӳллĕ çарти самолётсенчен лайăхрах пулнă. Çарсене пĕтĕмĕшле хушусем Гитлер хăй парса тăнă. Штаб начальникĕ Вильгельм Кейтель, çарсене ертсе пыраканĕ Генрих Альфред Вальтер фон Браухич генерал пулнă.
Франци тата унăн юлташĕсем
тӳрлетФранци çарĕнче 2 млн. ытла халăх, 3609 танк пулнă. Танксен шутĕнчен 3 пин ытла Франци танкĕсем пулнă. Танксен шутне S-35 «SOMUA» вăта танк, B1 йывăр танк кĕнĕ. Вĕсем нимĕçсеннинчен лайăхрах пулнă. Франци çарĕ 3 бронетанк тата 100 ытти тĕрлĕ дивизинчен тăнă. Дивизисем виçĕ çар ушкăннĕ пайланнă. Пĕрремĕш çар ушкăннĕ Гастон Бийот генерал ертсе пынă, вăл Ла-Маншпа Монменди хушшинче вырнаçнă пулнă. Ку çар ушкăнне 5 арми кĕнĕ. Ун шутнех Британин экспедици корпусĕ (генерал — Джон Верекер) те кĕнĕ. Иккĕмĕш çар ушкăнне Андре Гастон Претелаа генерал ертсе пынă. Виçĕ арминчен тăракан ушкăн Мажино йĕрĕ хĕррипе Монмендипе Эпиналь хушшинче вырнаçнă пулнă. Виççĕмĕш çар ушкăнне Бессон генерал ертсе пынă — вăл Мижино йĕрне хӳтĕленĕ.
Тĕп командир А. Дж. Джорджес генерал пулнă. Вăл хăй пĕрлешӳллĕ çарсен тĕп камандирне, Морис Гюстав Гамелен генерала пăхăнса тăнă.
Бельги çарĕсене III-мĕш Леопольд патша ертсе пынă, çарта пурĕ 600 пин çын пулнă. Голланд çарĕсене Генри Викельман генерал ертсе пынă, çарта пурĕ 400 пин çын пулнă. Ку икĕ çарта та хĕç-пăшал кивелнĕскер пулнă, салтакĕсем лайăх çапăçма пĕлмен. Анчах ку икĕ çарăн та хĕтĕленӳ систеи вăйлă пулнă, голландсен вара темиçе тăрăха шыв айне тума пултаракан каналсен системи пулнă.
Бельгин те Голландин те хӳтĕлев планĕсем пулман.
Икĕ енĕн планĕсем
тӳрлетГермани
тӳрлетФранци, Бельги тата Нидерланда тапăнса кĕмелли операцине нимĕçсем «Гельб» (сарă) ят панă. Ăна Эрихом фон Манштейн шутласа кăларнă пулнă. Нимĕçсем Мажино йĕрĕ урлă кĕрес тесе шутламан, Бельгипе Голландине тытса илсе вĕсен çĕрĕ урлă Францине çитме шутланă. Нимĕçсен B çарсен ушкăнĕ Голландине тытса илмелле пулнă. А ушкăн вара Бельгине кĕмелле пулнă. Бельгине кĕрсен вĕсене хирĕç тăракан патшалăхсене Бельгине пулăшу кӳмешкĕн вăхăт парса чи малтан вăраххăн çапăçмалла пулнă. Кайран вара Арденн вăрманĕпе Стене ущельи урлă хăвăрттăн иртсе Францине кĕмелле пулнă. Унтан вара Кале патне тата Атлантика океанĕ енне тухмалла пулнă. Бельгинче юлнă акăлчансемпе французсен тата бельгиецсен çарĕсем ункăна лексен вĕсем çине B çар ушкăнĕ пырса çапмалла пулнă. А ушкăн каярахпа Мажино йĕрĕ патĕнчи Франци çарĕсене çĕмерсе тăкса C çар ушкăнĕпе пĕрлешмелле пулнă.
Нимĕçсен планĕсем кăштах авантюристла та пулнă — вĕсем нумай танксене Арденн сăрчĕсем урлă илсе тухасшăн пулнă.
Франци тата унăн юлташĕсем (тамăрĕсем)
тӳрлетФранци çарпуçĕсем нимĕç çарĕсем 1914 çулхи пекех тапăнса кĕмелле тесе шутланă — Бельги урлă Франци çарĕсене айăккинчен иртсе кайĕç тесе шутланă. Çавăнпа та вĕсен планĕ тăрăх тĕп хӳтĕлĕнĕвне Диль юханшыв хĕрринче йĕркеленĕ, Мажино йĕрĕ çинче сахал çар кăна хăварнă.
Бенилюкс çĕрĕшĕн çапăçни
тӳрлетГолландине тапăнса кĕни
тӳрлетМалтан калаçса татăлнă тăрăх нимĕçсен А тата B çар ушкăнĕсем Голландине тапăнса кĕнĕ. Нимĕçсен парашютлă çарсем Роттердам, Гаага, Мурдейк тата Дортрехт хулисем çине анса Голландин шатли тăрăхсенчи ĕçе чарса лартнă. 60 тупăллă тата 1200 çынран тăракан Эбен-Эмаль питĕ вăйлă форта нимĕçсен 85 çынран тăракан десанчĕ тытса илнĕ. Çав вăхăтрах тĕп хӳтĕлев вырăнĕсене нимĕçсен авиацийĕ питĕ вăйлă аркатнă. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне нимĕçсем Альберт каналĕ патĕнчи голландсен хӳтĕлевне çĕнтернĕ.
Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне нимĕçсен тĕп вăйĕ парашютистсем тытса тăракан кĕперсем урлă каçса «Голлад хӳтлĕхне» штурмлама пуçланă. Нимĕçсем Анверпенпа Роттердам патне çитнĕ. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕсем Роттердамăн ĕçлĕ районне ним шеллемесĕр аркатса тăкнă. Çак кунах Надерланд хăй парăнни çинчен алă пуснă. Надерланд патша майри Англине тарнă.
Бельгине тапăнса кĕни
тӳрлетАльберт каналĕ çинчи голландсемпе бельгиецсен хĕтĕлевне татса кайнă хыççăн Бельги çарĕсем Диль юханшывĕ патне чакнă. Кунта вĕсем юлташла патшалăхсенчен (ытларах пайĕпе акăлчансенчен) 35 дивизирен тăаркан пулăшу илнĕ. Нимĕçсен 6-мĕш арми (Вальтер фон Рейхенау генерал-фельдмаршал) хĕспине пула вĕсем Антверпен-Лувен йĕрĕ патне чакнă. Сулахай енчи фланг çинче вара вĕсене 18-мĕш арми (Георг фон Клюхер генерал) хăратса тăнă. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинчи чи пĕрремĕш пысăк танксем хушшинчи çапăçу пулса иртнĕ — Гапнер генералăн 16-мĕш танк корпусĕ 3-мĕш çăмăл механизациленĕ дивизипе çăпăçнă. Нимĕçсем пурĕ 164 танк çухатнă, французсем — 104. Пĕрлешӳллĕ çарсем хăйсем ункăна лекнине тавçăрса илнĕ.
Тепĕр темиçе кунтан 18-мĕшпе 6-мĕш армисем çумне Ганс фон Клюге ертсе пыракан 4-мĕш арми хушăннă. Франци армийĕ Аррас патĕнче хирĕç тапăнас тенĕ, анчах та Эрвин Роммель ертсе пыракан 7-мĕш танк дивизийĕ вĕсен шухăшне пăснă. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Гудерианăн танк корпусĕ 1-мĕш французсен армине, Британин экспедици корпусне тата Бельги çарĕсенчен ыттисенчен уйăрса Булонь хулине тытса илнĕ. Ункăна лекнĕ çарсене нимĕçсем майĕпен пĕтерме тытăннă. Пĕрлешӳллĕ çарсен ытти пайĕ вара Шильда юханшывĕ патне чакнă. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Бальги патши капитуляци хутне алă пуснă. Акăлчансем вара Дюнкерк патне чакнă.
Анчах сасартăк Гитлер Дюнкерк çине тапăнма чарса хунă. Дюнкерк çине тапăнакан тĕп вăй 4-мĕш армин пехота пайĕнчен тата Люфтвафферен тăнă, моторлă тата танк дивизисем вара хыçалтан пымалла пулнă. Ку йышăну пирки Дюнкерк патĕнчи вырăна кăштах çирĕплетмешкĕн вăхăт тупăннă.
Ку йышăну пирки хальхи куна çитиех тавлашусем пыраççĕ. Галдер çирĕплетсе каланă тăрăх Гитлер вăл вăхăтра Париж енчен 400-500 пинлĕ çар килессинчен хăранă. Теприсем каланă тăрах кунпа Гитлер ырă ĕç тунă имĕш. Çапла туса вăл каярах Аслă Британипе мирлĕ килĕшӳ тунă вăхăтра хăйне валли ыръен хатĕрленĕ. Темле пулсан та люфтваффе ĕçĕ ăнăçман, тапăнăвĕсен ытларахăш пайне Кăнтăр Англире вырнаçнă Спитфайр истребителĕсем сирсе янă: акăлчансен 106 самолёт пĕтнĕ пулсан нимĕçсен вара — 140. Ку вăхăтпа усă курса пурĕ 338 пин çына эвакуациленĕ. Британин экспедициллĕ çарĕнче пурĕ 68 пин çын вилнĕ.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Бельгипе Нидерланд çĕрĕсене нимĕçсем тĕппипех тытса илнĕ.
Çурçĕр Франци
тӳрлетÇу уйăхĕн 10-мешĕнче А çар ушкăнĕ Арден урлă çул тытнă хыççăн Маас патне çитнĕ. Ку икĕ кун хушшинче пĕрлешӳллĕ çарсем Бельгине кайса ункăна лекнĕ. А çар ушкăнĕн авангардĕнче танк ушкăне (5 бронетанкпа 3 моторлă дивизи) пынă. Çурçĕр енче 2 бронетанк дивизирен тăракан Терман Готăн танк корпусĕ пынă. Французсем нимĕçсене Арден тăвĕсем урлă кĕтмен пирки нимĕçсем 9-мĕшпе (Андре Жорж Корап генерал ертсе пынă) 2-мĕш (Шарль Юнцер генерал ертсе пынă) армисене хăвăрт çапса аркатнă. Нимĕçсене чарас тесе Франци утлă çар янă, анчах нимĕçсем вĕсене çăмăллăн çапса аркатнă. Авиаци пулăшнипе Готăн пĕр танк дивизийĕ Шо юханшыв урлă каçнă. Клейст танк ушкăнне кĕрекен Георг Рейнхардпа Ганс Гудераин танк корпусĕсем вăл юханшывах Монтермепе Седан патĕнче каçнă. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Францин икĕ армийĕ те пĕтнĕ. Нимĕç танкĕсем çуран çартан уйрăлса хăварттăн Франци ăшне кĕрсе кайнă.
Хӳтлĕхри хăш-пĕр шăтăксене пĕтерес тесе çу уйахĕн 16-мĕшĕнче Морис Гамелен генерал тĕп резерври тата ытти пайсенчен çĕнĕ 6-мĕш армине туса хума хушнă. Анчах ку кая юлнă ĕç пулнă. 9-мĕш армине ертсе пыракан Андре Корап генерал вырăнне тепĕр генерал Анри Жиро йышăннă. Вăл хăйĕн çарне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă, анчах та тăшман ункине лекнĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшпе 19-мĕш хушшинче Шарль де Голль (каярахпа вăл Францин хирĕçле юхăмĕн ертӳçи пулса тăрать, тата каярахпа — Франци президенчĕ) бригада генералĕ 4-мĕш танк дивизипе нимĕçсен кăнтăр енчи çарсене виçĕ хутчен çапса аркатнă. Ку вăл пĕтĕм вăрçă вăхăтĕнче французсен пĕртен-пĕр ăнăçлă çапăçăвĕ пулнă. Анчах та нимĕçсем вăйлă хирĕç тăнипе тата шучĕпе ытларах пулнипе сывлăшри çапăçусенче чакма тивнĕ. Нимĕçсен танкĕсем Атлантика океанĕ хĕррине Абвильтен анăçалларах тухнă. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче вара нимĕçсем Британин экспедици корпусĕ усă куракан тĕп портне, Шербу хулине, ярса илнĕ. Ку вăхăтра Франци çарĕ Соммăпа Энне юханшывĕсем хĕрринчи хӳтлĕхе вăйлăлатнă.
Францишĕн çапăçни
тӳрлетНимĕçсен çарĕ пĕр уйăх хушшинче Бельгипе Нидерланд çарĕсене, çавăн пекех Британин экспедициллĕ çарĕсемпе Франци чи лайăх çарĕсене çапса аркатнă. Фландрипе Çурçĕр Франци нимĕçсен аллинче пулнă. Франци çарĕн хăюллăхĕ пĕтнĕ, нимĕçсем вара хăйсене çĕнтереймен çар пек туйма пуçланă. Францине çитес вăхăтра аркатасси паллă пулса тăнă.
Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче нимĕçсем хăйсен çарĕсене вăрçă пуçланичен калаçа татăлнă пек йĕркеленĕ. B çар ушкăнĕ хĕвеланăç енче Соммăпа Буржуа хушшинче вырнаçнă, А çар ушкăнĕ — Буржуапа Мозель хушшинче. А çар ушкăнăн сулахай енчи флангĕ Швейцари чикки таран çитнĕ. Вĕсене хирĕç вара французсен 3 çар ушкăнĕ тăнă: 3-мĕш (Бессон генерал ертсе пынă) çар — океан çыранĕнчен пуçласа Ремс хушшинче тăнă; 4-мĕш (Юнцигер генерал ертсе пынă) — Мааспа Монменди хушшинче; 2-мĕш (Претелаа генерал ертсе пынă) — Мажино йĕрĕ тепĕр енче тăнă. Пур Франци çарĕнче 65 аманса пĕтнĕ тата япăх хатĕрленнĕ дивизи шутланнă.
Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнчех нимĕçсен B çар ушкăнĕ французсен 10-мĕш çар хӳтĕлевне çĕнтерсе Сена патне тухнă. Шотландсен 51-мĕш хайлендерсен дивизипе франуцузсен 10-мĕш корпусне хĕссе нимĕçсем çыран хĕрне çул тытнă. Нимĕçсен атакине чăтаймасăр шотландсен 51-мĕш дивизи тата французсен 10-мĕш корпусĕ çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчех парăннă. 3 çар ушкăнĕн тухăçри пайĕсем çирĕпрех тăнă, анчах та çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕсен те Сена патне чакма тивнĕ. Нимĕçсен A ушкăнĕ, B ушкăнĕнчи танксемпе çирĕпленнĕскер, Шарлон-сюр-Марна патĕнче Францин 4-мĕш çар хӳтĕлевне сирсе ярса кăнтăралла çул тытнă. Клейст танкĕсем вара Шато-Тьери патĕнче Марна урлă каçнă. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче нимĕç çарĕсем Парижа кĕнĕ. Франци правительстви Бордо хулине тарнă.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Франци парăнмаллине курса Итали диктаторĕ Бенито Муссолини Франципе вăрçă пуçлани пирки пĕлтернĕ. Италин Вест çар ушкăнĕ Францине çул тытнă. Вест ушкăна Умберт принц ертсе пынă, унта пурĕ 323 пин салтак пулнă. Çавăн пекех вăл çарта 3 пин тупăпа миномёт пулнă. Вест çар ушкăнĕ 22 дивизирен тăнă. Италсен 7-мĕш армипе танк дивизийĕсем сапасра юлнă. Вĕсене хирĕç тăракан Ольдри генералăн альп çарĕ 175 пин салтакран тăнă. Вĕсем лайăхрах вырăнта ларнă пирки италсен атакисене сирсе янă. Италсем кăнтăр енче çеç кăштах Франци çĕрĕ çине кĕме пултарнă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Франци парăну хучĕсене пуснă кунхине, виçĕ колоннăпа пыракан 32 дивизине французсем чарма пултарнă. Италишĕн ку пысăк путланăвĕ пулнă.
Францин çурçĕр енче ĕçсем вара ун пекех лайăх пулман. Океан енчи пĕтĕм çыранĕ, Шербур çитиех, тăшман аллинче пулнă. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшпе 15-мĕшĕсенче нимĕçсен C çар ушкăнĕ те Францине тапăнса кĕнĕ. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕсем Луара урлă каçнă, хăш-пĕр çар пайĕсем Франци Альпĕ таран çитнĕ. Мажино йĕрĕ хыçĕнче татăлса юлнă Франци пайĕсем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче парăннă. Хĕвеланăç енче нимĕçсем Бордо таранах çитнĕ.
Франци парăнни
тӳрлетÇĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Франци правительстви Уинстон Черчиль сĕннĕ Аслă Британипе Франци хушшинчи татăлми пĕрлешĕве тытса пырасси, вĕçне çити çапăçмалли пирки килĕшмен. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара Компьен вăрманĕнче Гитлерпа Юнцигер генерал тĕл пулса Франци парăнни çинчен хут алă пусса çирĕплетнĕ. Хута 1918 çулхи мирлешĕве пуснă вагонрах пуснă. Официаллă майпа вара çапăçусем çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
Парăну хутсемпе килĕшӳллĕ Францин 3/5 пайĕ Германине пăхăнма пуçланă. Франци çарĕсене салатнă, нимĕçсене вара французсем хăйсем тăрантарса пурăнмалла пулнă. Итали вăл килĕшӳ тăрăх 832 тв. çх. çĕр илнĕ. Франци флотне те пĕтермелле пулнă. 7 линкортан, 48 эсминецран, 18 крейсертан, 71 шывай кимминчен тăракан флота пĕтернине Франципе Итали пĕрле тĕрĕслесе тăмалла пулнă.
Çухатусем
тӳрлетФранци çарĕ вăрçăн ку тапхăрĕ вăхăтĕнче 84 пин çын вилнисемпе, çур миллион ытла тыткăна лекнисемпе çухатнă. Флочĕ, сывлăш çарĕпе танк çарĕсен пĕр пайне пĕтерме тивнĕ, тепĕр пайĕ нимĕçене лекнĕ.
Нимĕçсем пурĕ 27 074 çын вилнисемпе çухатнă. Çавăн пекех 18 384 çын хыпарсăр çухалнă, 111 043 çын аманнă.