Форзац
Форзац (ним. Vorsatz — кĕнеке майлашăвĕн пайĕ, кĕнеке калăпăшне кĕнеке хуплашкипе çыхăнтаракан хут татăкĕ. Яланхи пек капăрлату тĕлĕллĕ: кĕнеке хуплашкин хыçалти енĕпе кĕнеке калăпăшĕпе сыпăнтарнă вырăна хупласа пытарас тĕлпе тăваççĕ. Хăшпĕр чух форзац çине тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ япаласем (сăмахсарсенче, вĕренÿ кĕнекисенче) вырнаçтараççĕ. Форзац хытă хуплашкаллă кĕнекесенче çех пур, çемçе хуплашкаллă кĕнекесенче çук.
Вуламалли
тӳрлет- Трубникова Г. Г. Технология брошюровочно-переплетных процессов. Москва: Книга, 1987
- Брошюровочно-переплетные процессы. Технологические инструкции. Москва: Книга, 1982
- Симонов Л. Н. Переплетное мастерство и искусство украшения переплета. Спб: Типография Е.Евдокимова, 1897
- Джонсон А. Практическое руководство по переплетному делу. Москва: Книга, 1989 ISBN 5-212-00186-2