Фолиант
Фолиа́нт (ним. Foliant, - лат. folium — çулçă) — in folio форматлă кĕнеке, унăн страница пысăкăшĕ яланхилле типографи листин çурри пулать. Çакăн пек форматлă страницăсене пĕрре хуçлатса фальцовкăпа тăваççĕ[1], хальхи A3 (29×40 яхăн см) танлашать, 2° е fo çырса палăртаççĕ. Пичетленĕ чухне пĕр типографи листи çинче 4 страница вырнаçтарнă — кашни енче иккĕ. Анлăрах каласан фолиант тесе кирек епле пысăк форматлă кĕнекесене палăртаççĕ[2].
Çаплах пĕчĕк форматлă кĕнекесем пулнă: in quarto (лат. quart — чĕрĕк) страници типографи çулçин 1/4 пайĕ тата in octavo (лат. oktav — саккăрмĕш пайĕ), страници типографи çулçин 1/8 пайĕ пулнă, лист çинче 16 страница вырнаçтарнă. Фолиантсене кĕнеке пичетленин малтанхи тапхăрĕнче кăларнă, вăхăт шунă çем пĕчĕкрех кĕнексене пичетлеме тытăннă[3].
Паллă фолиантсем — Гутенберг библийĕ тата Пĕрремĕш фолио.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Л. П. Крысин Ин-фолио // Толковый словарь иностранных слов. — М.: Эксмо, 2008. — (Библиотека словарей).
- ^ Шаблон:Издательский словарь
- ^ Ин-фолио // Российский гуманитарный энциклопедический словарь. — Гуманит. изд. центр ВЛАДОС: Филол. фак. С.-Петерб. гос. ун-та, 2002. — Т. 3.
Ку полиграфи пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |